Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Главная » 2011 » Çурла » 21 » ЙĂЛАСЕНЕ ПĔТМЕ ПАМАСТЬ
23:53
ЙĂЛАСЕНЕ ПĔТМЕ ПАМАСТЬ
Гармонист, кала кармунна, Кала-ха веселыйрах. Эс каланă кĕвĕпелен, Ташлама çăмăлтарах. Çак такмака каласа ярас килет ман алла купăс тытнă Екатерина Туктамышевăна курсан. Ăста купăсçă Екатерина Элмет районĕнчи Клемтел ялĕнче пурăнать. Хăй пурнăçне вăл пĕтĕмпех музыкăпа çыхăнтарнă. Клемтел ялĕн Культура çуртĕнче ĕçлесе, ансамбльсем ертсе пырса – районта та паллă çын. Екатерина питĕ тăрăшуллă, çынсене хавхалантарма пĕлет. Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр чарăнмасть. Кирек мĕнле мероприятире те, конкурса та унăн ансамблĕсем хутшăнаççĕ. Ансамблĕсем çеç мар, хăй те яланах хитре юрласа итлекенсене тĕлĕнтерет. Темиçе çул хушши вĕсем лауреатсем пулса дипломсем илеççĕ. Катя каланă тăрăх, пĕлтĕр «Асамат» ачасен ушкăнĕ халăх ансамблĕ ятне илнĕ. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Манпа çаплах Элмет районĕн чăвашсен наципе культура центрĕн ертӳçи Инна Альмукова та килĕшет. Инна Ивановна Екатерина Туктамышевăна питĕ хисеплет. – Культура пурнăçĕ унсăрăн иртмест. Кирек мĕн тумалла пулсан та, культурăпа çыхăннă ĕçсем пирки калас пулсан, Катьăсăр ĕç тухмасть. Вăл кирек хăçан та хăйĕн ăслă шухăшĕсене каласа кирлĕ сĕнӳсем парать. Тĕрĕссипе каласан, питĕ ăслă çын, – тет купăсçă çинчен ЧНКЦ председателĕ. Кăçал Тутарстан Республикинчи чăваш фольклор ушкăнĕсен ертӳçисене Шупашкара чĕнсе семинар ирттерчĕç. Унта эп Екатерина Туктамышевăпа пĕр парта хушшинче лартăм. Вăл хăйĕн ансамблĕсене тата та пултаруллăрах тăвас тесе семинарта каланисене питĕ тимлĕ итлесе ларчĕ. Кирлĕреххисене çырса пычĕ. Сăнӳкерчĕксем туса та сăнласа пычĕ. Катя Елабугăри Культурăпа çут ĕç училищинче вĕренсе диплом илнĕ пулсан та, Шупашкарти паллă ансамбльсен ертӳçисем калани, кăтартни, канаш пани питĕ усăллă тесе шутлать. Екатерина ялан халăхпа ĕçлет. Вăл хăй ялĕнчи çынсене, темиçе ăру темелле, юрлама-ташлама вĕрентнĕ. Мĕн пĕчĕккисенчен тытăнса аслисем таранччен сцена çине кăларма тăрăшать. Халĕ вăл Клемтел ялĕн Культура çурчĕн директорĕ. Çавăнпа та унăн ытти чухнехинчен те ытларах ĕçлеме тивет. Урăхла каласан, пĕтĕм культура пурнăçне унăн тытса тăма тивет. Сăмахран, паянхи кун Катьăн умне лартнă план, ман шутпа, Лениногорскинче иртекен «Выля, хут купăс!» фестивальне хутшăнасси. Тен, тĕл пулма та тӳр килĕ-ха? – Эпир ачасене тата çамрăксене вĕрентни çеç мар, пире ватă кинемисем питĕ нумай ăс пани савăнтарать. Вĕсем йăласене, юрăсене манма памаççĕ. Вĕсене йĕркипе тытса пымашкăн вĕрентсе тăраççĕ. Çавăншăн аппасене питĕ пысăк тав. Эпир хамăр енчи йăласене манас çук. Ачасем те пĕлсе ӳсеççĕ. Ку питĕ кирлĕ, – тет директор хăй ялĕн çыннисене хисеплесе. Çапла çынсемпе пĕр сăмах тупса ĕçлеме пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Просмотров: 489 | Добавил: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Çурла 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Пирĕн архив
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024