2011 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче, Лениногорск хулинче тĕлĕнмелле хитре уяв иртрĕ. Лениногорск тăвĕсем тăрăх купăс сасси ян! кайрĕ. Кунта Тутарстан Республикинчи Кама леш енчи чăвашсем, купăсçăсем пуçтарăннă. Тĕрлĕ районтан килнĕ ăстасем. Питĕ нумай çын Нурлат çĕрĕ çинчен, Аксу районĕнчен килсе çитнĕ. Павлăсем те маххă памарĕç. Кӳршĕ тăрăхран, Самар облаçĕнчен, купăсçисемпе ансамблĕсем те хаваспах хутшăнчĕç мероприятие. Уявĕ вара — Чулман Атăл леш енчи чăвашсен «Выля, хут купăс!» II фестивалĕ.
Лениногорск хулин Культура керменĕ умĕнче çак кун питĕ шавлă пулчĕ. Купăсçăсем кермен умĕнче пуçтарăнса пурте пĕр харăс купăс каласа паркпа аллея тăрăх «Нефть» фонтан патнелле утрĕç. Фестивале Лениногорск хулин «Шурă хурăн» фольклор ансамблĕ хитре ташăпа уçрĕ. Илемлĕ мероприяти иртен пуçласа кăнтăрла иртиччен пычĕ.
Пĕрремĕш вырăна Нурлат районĕнчи Киклĕпуç ялĕнче пурăнакан Василий Дмитриеви
... Читать дальше »