Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма

Видеоэкскурси

Музей русской гармоники А. Мирека - Это единственный музей гармоник в нашей стране и один из четырех в мире (Музей национальных гармоник в городе Клингентале, Германия; Музей гармоник в городе Кастельфидардо, Италия; Музей аккордеона в городе Супер Иор-Делус, США).
Музей русской гармоники А. Мирека был создан на основе уникальной коллекции материалов, собранных на протяжении четырех десятилетий Заслуженным деятелем искусств Р.Ф., доктором искусствоведения, профессором Альфредом Мартиновичем Миреком. Долгое время это был частный музей, пользующийся широкой известностью не только в нашей стране, но и за рубежом. В 1996 году, Мэр города Москвы Ю.М. Лужков, выделил в центре Москвы помещение для создани ... Читать дальше »
Просмотров: 1371 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 05.10.2011 | Комментарии (10)

2011 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче, Лениногорск хулинче тĕлĕнмелле хитре уяв иртрĕ. Лениногорск тăвĕсем тăрăх купăс сасси ян! кайрĕ. Кунта Тутарстан Республикинчи Кама леш енчи чăвашсем, купăсçăсем пуçтарăннă. Тĕрлĕ районтан килнĕ ăстасем. Питĕ нумай çын Нурлат çĕрĕ çинчен, Аксу районĕнчен килсе çитнĕ. Павлăсем те маххă памарĕç. Кӳршĕ тăрăхран, Самар облаçĕнчен, купăсçисемпе ансамблĕсем те хаваспах хутшăнчĕç мероприятие. Уявĕ вара — Чулман Атăл леш енчи чăвашсен «Выля, хут купăс!» II фестивалĕ. Лениногорск хулин Культура керменĕ умĕнче çак кун питĕ шавлă пулчĕ. Купăсçăсем кермен умĕнче пуçтарăнса пурте пĕр харăс купăс каласа паркпа аллея тăрăх «Нефть» фонтан патнелле утрĕç. Фестивале Лениногорск хулин «Шурă хурăн» фольклор ансамблĕ хитре ташăпа уçрĕ. Илемлĕ мероприяти иртен пуçласа кăнтăрла иртиччен пычĕ. Пĕрремĕш вырăна Нурлат районĕнчи Киклĕпуç ялĕнче пурăнакан Василий Дмитриеви ... Читать дальше »
Просмотров: 489 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 27.08.2011 | Комментарии (0)

Гармонист, кала кармунна, Кала-ха веселыйрах. Эс каланă кĕвĕпелен, Ташлама çăмăлтарах. Çак такмака каласа ярас килет ман алла купăс тытнă Екатерина Туктамышевăна курсан. Ăста купăсçă Екатерина Элмет районĕнчи Клемтел ялĕнче пурăнать. Хăй пурнăçне вăл пĕтĕмпех музыкăпа çыхăнтарнă. Клемтел ялĕн Культура çуртĕнче ĕçлесе, ансамбльсем ертсе пырса – районта та паллă çын. Екатерина питĕ тăрăшуллă, çынсене хавхалантарма пĕлет. Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр чарăнмасть. Кирек мĕнле мероприятире те, конкурса та унăн ансамблĕсем хутшăнаççĕ. Ансамблĕсем çеç мар, хăй те яланах хитре юрласа итлекенсене тĕлĕнтерет. Темиçе çул хушши вĕсем лауреатсем пулса дипломсем илеççĕ. Катя каланă тăрăх, пĕлтĕр «Асамат» ачасен ушкăнĕ халăх ансамблĕ ятне илнĕ. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Манпа çаплах Элмет районĕн чăвашсен наципе культура центрĕн ертӳçи Инна Альмукова та килĕшет. Инна Ивановна Екатерина Туктамышевăна питĕ хис ... Читать дальше »
Просмотров: 492 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 21.08.2011 | Комментарии (0)

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Трак енĕн районти халăх пултарулăх çуртĕнче пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри конкурссемпе фестивальсен лауреачĕ, Геннадий Заволокинăн чи лайăх вунă купăсçисенчен пĕри Игорь Шипков концерт пачĕ. 
Тÿрех калас пулать, концерт халăх пултарулăх çуртне пухăннисен пурин кăмăлне те кайрĕ. Çыннисем сахал мар пухăнчĕç. Апла пулсан Красноармейскинче купăса кăмăллакансен хисепĕ чакман-ха. 
И. Шипков Санкт-Петербургран килнĕ. Концерта ку хулари "Выля, Нева купăсĕ" культура центрĕ йĕркеленĕ. И.Шипков ку хуларах 1985 çулта çуралнă, музыкçă, юрăç, композитор, хут купăсçă, баянпа, ытти инструментпа та вылять. "Раççей фермерĕ" ярмарккинче 1998 çулта легендарлă Геннадий Заволокинпа паллашнă. Ăна, вун тăватă çулхискере, вăл 1999 çулта Раççейĕн вунă чи лайăх хут купăсçисен йышне кĕртнĕ, "Выля, юратнă хут купăс" телекурава хутшăнма чĕннĕ.
И.Шипков унтанпа икĕ "Выля, хут купăс" фестивалĕн (И ... Читать дальше »
Просмотров: 462 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 03.12.2010 | Комментарии (0)

Çĕнĕ çул умĕнхи пĕр тĕттĕм каç урамри чÿречерен такам хыттăн шаккарĕ: «Ма питĕрĕнсе ларан, уç!» Урам урлă пурăнакан Ванюш иккен. Ун патне Канашран хăнасем килнĕ те, манран купăс ыйтать. «Парса яр, тархасшăн, тупата Турăшăн, тĕрĕс-тĕкелех тавăрса парăп», – ман умра чĕркуçленсе тăмах хатĕр кÿршĕ арçынни. «Арăма тата купăса çынна памаççĕ», – тенĕрен чылай вăхăт иккĕленсе тăтăм. «Кам калать вара купăспа, эс ху ку енĕпе ăстах мар-çке», – тетĕп. «Пирĕн пата хăнана килнĕ Нинук питĕ илемлĕ шăрантарать, – терĕ Ванюш, – пырса кур, ун çинчен хаçатра та çырса кăларăн-ха. Шăпи питĕ йывăр пулнă унăн, вăл сĕм суккăр хĕрарăм». Çапла, хамăн кÿршĕ урлă паллашрăм эпĕ Канашри Ирĕклĕх урамĕнчи пĕр пысăк çуртра пурăнакан Белова Нина Ивановнапа. 
Илемлĕ кĕвĕсене пленка çине çырса илес шутпа Нина хваттерне магнитофон та илсе кайрăм. Хваттерне кĕнĕ-кĕмен вăл Пĕрш ... Читать дальше »
Просмотров: 787 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 13.11.2010 | Комментарии (0)

Хут купăс… Унăн янăравлă сассине хăлхана чиксен, ах, тÿссе тăраймастăп эпĕ, ташша тухма та хатĕр. Ытахальтен мар тăр, кашни шăмат кунах, телеэкран умне вырнаçатăп. Маншăн уйрăмах "Играй, гармонь любимая” передача çывăх. Ăна хăй вăхăтĕнче пултаруллă хут купăсçă Геннадий Заволокин йĕркелесе пыратчĕ. Шел, вăл пирĕн хушăран вăхăтсăрах уйрăлса кайрĕ. Халь ку передачăна унăн хĕрĕ — Анастасия — йĕркелесе пырать, Раççейри мĕн пур нацири талантлă хут купăсçăсене халăх умне кăларать. 
Чăваш Енре те, çăл куç шывĕ евĕр, çав тери пултаруллă, ăста хут купăсçăсем пурри куç умĕнчех. Вĕсем, йăлана кĕнĕ тăрăх, час-часах чăваш телевиденийĕ урлă, экрансем çине тухаççĕ. "Выля, хут купăс” ятлă çак передача.
Акă, Елчĕк тăрăхĕн чăвашне Виталий Адюков хут купăсçăнах илер-ха. Хăех сăвăç, юрăç вăл. Чылай-чылай юрри-кĕввипе халăха савăнтарать. Юла ... Читать дальше »
Просмотров: 1879 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 13.11.2010 | Комментарии (3)

« 1 2
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Пирĕн архив
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024