Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Главная » 2012 » Юпа » 27 » Алла тытрăм хут купăс...
15:26
Алла тытрăм хут купăс...
Трак енри Алевтина Тимофеева тăван халăхăн йăли-йĕркине аталантарса пырас енĕпе çителĕксĕр ĕçлени пирки чун-чĕререн кулянса çырни куç умĕнчех. Çак тÿнтерле пулăм — атте-анне, асатте-асанне, кукаçи-кукамайăн ырă мулне, юрри-кĕввине, йăли-йĕркине, такмакне, шÿтне куллен пурнăçран сирни йĕркеллĕ пулăм мар ĕнтĕ. 
Ку ырату, тĕрĕссипе, чун ыратăвĕ Йÿçкассинчи обществăлла корреспондентшăн та, Трак тăрăхĕшĕн те, Чăваш Республикишĕн те, Раççейшĕн те хальлĕхе тарăна кайнă чир вырăнĕнчех. 
Тĕрĕсех, Алевтина Петровна калашле, чăваш туйĕсем ĕлĕкхи йăх-несĕл пуянлăхне çухатса, пытарса пыни çав тери тарăхтарать, шухăшлаттарать. 
Чăваш туйĕ вăл ĕлĕкренех тата халĕ те ялшăн, кашни çыншăн çутă çăлтăр евĕр çуталса, туй арăмĕсен капăр, илĕртÿллĕ çи-пуçĕпе палăрса, туй каччисен пархатарлă ташшисемпе, юрри-кĕввипе çĕклентерсе, хăпартлантарса тăнă. 
Туй параппанĕпе хут купăс ăстин иксĕлми пултарулăхĕ туй халăхне çеç мар, каччăн е хĕр-упраçăн тăван-хурăнташне, ял-йыша хăй тавра пуçтарнă, савăк юрă ытамне илнĕ, кам ÿркенмен, ура хуçса ташша тухнă. 
Хальхи туй-шыльăкăн сăн-сăпатне тăрăшуллă, чун-чĕре хăвачĕпе туйса тăрса хăй шухăшĕ-кăмăлне уçнă А. Тимофееван вырăнлă, кашни вулаканах сÿтсе явма хистекен материалĕ çумне хушса çапла каласшăн эпĕ. 
Анчахрах, ватлăх çинчен мансах пуль, мăшăрпа иксĕмĕр Вăрнар тăрăхĕнчи пĕр туйра пултăмăр. Паллах, туйне, мĕн пытармалли пур, чăвашла, чăн чăвашла ирттерме çине тăнă. Туй арăмĕсем йышлă, пурте чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçне тăхăннă, пĕри те тепри сăн-питрен илĕртÿллĕ, сассисем те уçă, туй юррисен сăмахĕсене те аван пĕлеççĕ. Туй параппанĕ те çумрах... 
Шел, хут купăсçă курăнмарĕ, ялта çав инструментпа вылякан çын çук-мĕн. Шел, анчах та çитмĕл урлă каçнă мучине хут купăс тыттараймăн, вăй-халĕ хавшанă унăн. 
— Атя, Юркка, тăсса яр-ха хăвăн "Чайккуна”, — аяк пĕрчинчен çемçен тĕксе илчĕ кил хуçи. — Сансăр пурнăç кичем... 
Çăмăллăн тăсса ятăм хут купăса. Эх, пăр тапранчĕ тейĕн, хускалчĕ туй. 
Параппан сасси, туй арăмĕсен хаваслă юрри, туй каччисен çĕкленÿллĕ, çăмăл ташши пуянлатрĕ, вăй-хал кĕртрĕ туя. Кашни сасă, кашни кĕвĕ пĕр çĕре пĕрлешрĕ. Паллах туйĕ, чăннипех те мăнаçлă, курăмлă, кăтартуллă тата ĕмĕр-ĕмĕр асра юлмалла иртрĕ кашниншĕнех.
— Пултаруллă та çаврăнăçуллă, чăннипех те паян чăвашсен йăли-йĕркишĕн чунпа, вăй-халпа çунакан çынсем йышлăрах пулсан, чăвашлăх-шăн чĕлхе-çăварпа çеç ырă пулнине мансах ялсенче, чи малтан чăваш туйĕ-шыльăкĕ ĕлĕкхиллех тикĕс çул-йĕрпе каясса, ыранхи кун çутине курса çирĕп утăмсемпе талпăнасса шанатăп эпĕ, — пуç тайса хак пачĕ, тав турĕ мана кил хуçи. — Паллах, çакăнта чи малтанах пирĕн, ашшĕ-амăшсен, ял-йышăн, тус-тăвансен куллен ĕçлени, кар тăни кирлĕ. 
Питĕ вырăнлă сăмахсем. Апла пулсан, хут купăса алăран ярар мар, калама хăнăхар, çынсене савăнтарар.

Г.Ефимов ("Ял пурнăçĕ"/ 23.10.2012)
Просмотров: 927 | Добавил: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Пирĕн архив
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024