Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Главная » 2016 » Кăрлач » 24 » Алла тытсан хут купăс...
23:42
Алла тытсан хут купăс...

Мĕнех пултăр манăн мухтанмалли? Темех çук. Ыттисем пекех пурăнатпăр. Тивĕçлĕ канура пулнă май килти ĕçсемпех çырлахма тивет. Пушă вăхăтра, ак, ялти клуба хуткупăс калама çÿретĕп, _ çакнашкал калаçкаласа Элĕк районĕнчи Самушка ялĕнче пурăнакан Юрий Васильев мана пÿртне кĕме сĕнчĕ. Пăхатăн та ун çине  тĕлĕнетĕн: кăмăлне ăçтан илнĕ-ши? Ют çын умĕнче малтанлăха хăйне именчĕклерех тытнăскер тĕплĕнрех паллашнă хыççăн çăмăлтараххăн калаçса кайрĕ, чĕлхи- çăварĕ япшарланчĕ. Утмăл урлă каçнăскерĕн каласа памалли те пурах ĕнтĕ.  Пурăнатпăр çапла. Йывăрлăха чăтма хăнăхнă, темле пул сан та ялан пурнăç çинчен шухăшланă. Халĕ ачасемшĕн пу- рăнатпăр,_ терĕ чей лартса яма хатĕрленнĕ май. Вăйпитти вăхăтра Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçленĕ вăл. Мăшăрĕн те ĕç вырăнĕ хуларах пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан иккĕшĕ те хăтлă хваттертен уйрăлса Элĕк районĕнчи Самушкăна куçса килнĕ. Кунта яланлăхах тĕпленме шутла- нă вĕсем. Хваттерне хăйсен ачисенчен пĕрне парса хăварнă: çемйипе ирĕклĕн пурăнччăр, тирпейлĕхе упраччăр. Пурнăçне çак пысăках мар ялта малалла тăснишĕн ÿкĕнмеççĕ вĕсем. _ Сывлăшĕ уçă кунта, техника шăв-шавĕ хăлхана йÿçĕхтермест, çитменнине улăх-çаранĕ те çывăхрах: çÿре, уçăл _ чăрмантаракан çук. Юрий Васильевич шăплăха юратать те _ çу кунĕсенче пушă вăхăтра кунсерен пĕчченех тĕрлĕ чечек-курăкăн ырă шăрши сарăлнă тавралăх илемĕпе киленме тухкаласа килет. Васкамасăр утнă май ачалăх çулĕсене таврăнать пулĕ ĕнтĕ, пурнăçра тарăн йĕр хăварнă самантсене аса илет, тен. Халь, иксĕмĕр калаçса ларнă самантра, пĕр мыскарана аса илчĕ. Шкула кайиччен пĕррехинче пиччĕшĕ унăн чĕрнине касса илнĕ те купăс миххине янă. «Ÿссе çитсен купăçсă пул»,_ тенĕ тет ăна. Юрий вăл вăхăтра купăса алла тытса курман. +авах та пиччĕшĕ унăн чун-чĕри юрă-кĕвĕ еннерех туртăннине сиснĕ пулĕ çав. Чăнласах та килĕштернĕ, анчах кăна никама та па- лăртма тăрăшман. Пиччĕшĕ хăй вара купăс ăста каланă. Унăн пÿрнисем вылянине куç илмесĕр сăнанă шăллĕ. Хăйĕн те шурă-хура тÿмесем çине çăмăллăн пусса тĕрлĕ кĕвĕ кăларас килнĕ. Шкулта вĕренме пуçласан тинех ĕмĕчĕ пурнăçланма пуçланă: учитель тăрăшнипе майĕпен купăс калама вĕреннĕ. Аслă классенче юрă-кĕвĕпе ирттерекен пĕр мероприятирен юлман. Илемлĕ кĕвĕ кăларнипе кăна çырлахман _ юлташĕ- тантăшĕсемпе пĕрле юрланă та. Юрă-кĕвĕ Юрий чунне та- рăнах кĕрсе вырнаçнă пулин те алла аттестат илсен музыка енĕпе вĕренме кайман. Салтак тумне тăхăнсан купăс пирки вара вуçех те маннă. +артан таврăнсан тăван тăрăхра та ты- тăнса тăман _ Зеленодольск хулине тухса кайнă, холодильник туса кăларакан завода вырнаçнă. Темиçе çултан Шупашкара куçса килнĕ, ĕç биографине малалла агрегат заводĕнче тăс- нă. +авăн чухне пĕрле ĕçлекенсем пикенсех сĕннипе 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче чăваш телевиденийĕпе эфира туха- кан «Янра, хут купăс, савăнăçлă тусăм» кăларăма хутшăннă. _ Хулара ĕçлесе пурăннă вăхăтра хут купăса сайраран пĕрре, çывăх çынсен çуралнă кунĕсенче кăна алла тытнă. Кун- та, Самушкăра, çĕнĕрен чĕрĕлтĕм, юрă-кĕвĕ чуна уçма пул- тарнине тепĕр хут туйса илтĕм. Кÿршĕ ялти Вырăс Сурăмĕ- нчи библиотека-клуб çумĕнче «Варкăш» ятлă ушкăн йĕрке- ленĕ _ мана çавăнта чĕнсе илчĕç, купăс калама ыйтрĕç. Эпĕ хирĕçлеме пултараймарăм, _ кăмăллăн çуталса илчĕ Юрий Васильевич сăн-пичĕ. Концертсене хутшăнни хăшпĕр чухне- хи кичеме сирет, шухăша улăштарать, йышпа пĕрле чухне чун канлĕхне тупма пулăшать. +акна мăшăрĕ те аван ăнлан- нă, çавăнпа клуба кайма ирĕк панă. _ Концерт вăхăтĕнче купăс каласа ывăнмастăр-и? _ Пит тăрăх тар юхсан та пÿрнесем çаплипех вылясшăн. Куракан умне тухсан нимĕн пирки те шухăшламастăн. Юрă вĕçленнĕ хыççăн алă çупса яни çĕнĕ вăй-хал кĕртет. +авна май тата тăрăшса калатăн купăса. Коллектив ятне ярас килмест унăн. Хăй концерт пуçланас умĕн хумханнине никама та палăртмасть: залра сăнаса ла- ракан нумай-çке, ушкăнра та арçын пĕчченех _ куракан ăна çийĕнчех асăрхать. +ухалса кайма та пулать. Купăсçă кашнинчех хăйне вăхăтра алла илет, çавăнпа хут купăсран кĕвĕ пĕр тикĕссĕн шăранса тухать. Ку таранччен унăн «Варкăш» ушкăнпа районти чылай яла концертпа çитсе килме тивнĕ. Кашнинчех ырă сăмаха тивĕçнĕ. Юрий Васильевич килти ĕçсем патне те алă çитерет. Эрех- сăрапа айкашманскер çемье тилхепине çирĕп тытать. Арăмне итлет, унăн сĕнĕвне яланах шута илет. Шăкăл-шăкăл пурнăçа, хăй калашле, мĕнех çиттĕр?  

Юрий КОРНИЛОВ.Элĕк районĕ. Автор сăнÿкерчĕкĕ

Просмотров: 427 | Добавил: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Пирĕн архив
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024