Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Главная » 2010 » Раштав » 3 » Игорь Шипков концерчĕ
18:41
Игорь Шипков концерчĕ
Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Трак енĕн районти халăх пултарулăх çуртĕнче пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри конкурссемпе фестивальсен лауреачĕ, Геннадий Заволокинăн чи лайăх вунă купăсçисенчен пĕри Игорь Шипков концерт пачĕ. 
Тÿрех калас пулать, концерт халăх пултарулăх çуртне пухăннисен пурин кăмăлне те кайрĕ. Çыннисем сахал мар пухăнчĕç. Апла пулсан Красноармейскинче купăса кăмăллакансен хисепĕ чакман-ха. 
И. Шипков Санкт-Петербургран килнĕ. Концерта ку хулари "Выля, Нева купăсĕ" культура центрĕ йĕркеленĕ. И.Шипков ку хуларах 1985 çулта çуралнă, музыкçă, юрăç, композитор, хут купăсçă, баянпа, ытти инструментпа та вылять. "Раççей фермерĕ" ярмарккинче 1998 çулта легендарлă Геннадий Заволокинпа паллашнă. Ăна, вун тăватă çулхискере, вăл 1999 çулта Раççейĕн вунă чи лайăх хут купăсçисен йышне кĕртнĕ, "Выля, юратнă хут купăс" телекурава хутшăнма чĕннĕ.
И.Шипков унтанпа икĕ "Выля, хут купăс" фестивалĕн (Иваново), Александр Невский ячĕллĕ православи тата патриот юррисен фестивалĕн (Санкт-Петербург) дипломанчĕ пулса тăнă. 2004 çулта вăл тĕнчери тата Раççейри халăхсен çамрăксен юррипе ташшин конкурсĕн (С-Петербург) I степеньлĕ лауреачĕ, 2005 çулта пĕтĕм тĕнчери "Петропавловск ассамблейисем" конкурсра Бахпа Моцарт хайлавĕсене хут купăспа выляса лауреат ятне илнĕ. Санкт-Петербургри Крупская ячĕллĕ культура университетĕнчен 2009 çулта вĕренсе тухнă. Халĕ талантлă çамрăк музыкçă кирек ăçта çитсен те, куракансене чаплă, чуна çĕклекен концерт кĕтет, вĕсем юратнă юрăсене пĕрле юрлаççĕ, чуна çывăх хут купăс сассине итлеççĕ... Унăн концерчĕ пĕрремĕш аккордсенченех чуна пырса тивет. Игорь хут купăспа ăста выляса, чаплă юрласа халăха тĕлĕнтерет. Унăн сасси тем тĕрлĕ кăмăла — кичемминчен пуçласа шухă хаваслăх таран — палăртма пултарать, хут купăс калассипе вара чăн-чăн маçтăр.
Халĕ унăн репертуарĕнче 60 ытла юрă. Халăх юррисем, Г. Заволокин кĕвĕленисем. Хăйĕн автор хайлавĕсем, Раççей купăсçисен юррисем, ташă эстрада хичĕсем, купăспа калаканнисем. И. Шипков такмак калама та ăста. Красноармейскинчи каçра та вăл сцена çинчех такмака купăспа та, сăмахпа та калакансен конкурсне йĕркелерĕ. Унта С. Алексеев, Н. Никоноров, Г. Яковлев, А.Терентьев, В. Ильин тата ыттисем те хутшăнчĕç. Чи лайăххисем парнесене тивĕçрĕç.

И.Прокопьев
Просмотров: 462 | Добавил: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Пирĕн архив
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024