Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Главная » 2010 » Чÿк » 13 » КУÇ КУРМАН ВĂЙĂÇĂН ХУРЛĂХЛĂ ШĂПИ
16:40
КУÇ КУРМАН ВĂЙĂÇĂН ХУРЛĂХЛĂ ШĂПИ
Çĕнĕ çул умĕнхи пĕр тĕттĕм каç урамри чÿречерен такам хыттăн шаккарĕ: «Ма питĕрĕнсе ларан, уç!» Урам урлă пурăнакан Ванюш иккен. Ун патне Канашран хăнасем килнĕ те, манран купăс ыйтать. «Парса яр, тархасшăн, тупата Турăшăн, тĕрĕс-тĕкелех тавăрса парăп», – ман умра чĕркуçленсе тăмах хатĕр кÿршĕ арçынни. «Арăма тата купăса çынна памаççĕ», – тенĕрен чылай вăхăт иккĕленсе тăтăм. «Кам калать вара купăспа, эс ху ку енĕпе ăстах мар-çке», – тетĕп. «Пирĕн пата хăнана килнĕ Нинук питĕ илемлĕ шăрантарать, – терĕ Ванюш, – пырса кур, ун çинчен хаçатра та çырса кăларăн-ха. Шăпи питĕ йывăр пулнă унăн, вăл сĕм суккăр хĕрарăм». Çапла, хамăн кÿршĕ урлă паллашрăм эпĕ Канашри Ирĕклĕх урамĕнчи пĕр пысăк çуртра пурăнакан Белова Нина Ивановнапа. 
Илемлĕ кĕвĕсене пленка çине çырса илес шутпа Нина хваттерне магнитофон та илсе кайрăм. Хваттерне кĕнĕ-кĕмен вăл Пĕршенерти хыпарсем çинчен ыйтса пĕлчĕ. "Ульхапа Ванюш самăртма хупнă сыснине çапрĕç-и;" – тесе интересленчĕ. "Çук-ха, çапайман, юр ытларах çăвасса кĕтеççĕ", – терĕм. Çапла калаçкаланă хыççăн сĕтел çине магнитофона вырнаçтарса лартрăм та тÿмми çине пусрăм.
– Эпĕ Мускав çывăхĕнчи Бабушкин хулинче вăрçă пуçланнă çул çуралнă, – çапла пуçларĕ хăйĕн аса илĕвне Нина Белова. – Ача чухнех ман куç аванах курман, çуралмах çавăн пек çуралнă, кайран пачах суккăр пулса лартăм. Атте ман Юмансартан пулнă, 15 çула çитсен ача калпакĕпех Мускава телей шырама тухса кайнă. Телейĕ ун Лида ятлă пулнă, Саратов енчисем. Вăл Мускавра дворникра ĕçленĕ, атте – чукун çул çинче. Чăваш каччипе вырăс хĕрĕ пĕр-пĕрне юратса пăрахса çемье çавăраççĕ. Вăрçă çулĕсенчи тертлĕ вăхăта лайăх астăватăп. Çимелли нимĕн те çук, выçă ларатпăр. Тăван ялта пурнăç лайăхрах пулĕ тесе атте аннене тата икĕ пĕчĕк ачине 1947 çулта Юмансара илсе таврăнать. Анчах унта та выçă пурнăç. Асанне килĕнче икĕ кин, анне виççĕмĕш, сăпкара икĕ пĕчĕк ача. Кун пек пурăнма май çук тесе атте Каçал вăрманне стăрлука ĕçе кĕрет.
Йăпăлти текен ялта вăрман хуралĕн çуртĕнче пурăнтăмăр. Шкула Дубовкăна çÿренĕ, унта вырăс шкулĕ пулнă, эпĕ чăвашла нимĕн те ăнланман. Каярахпа аттене Маяк çывăхне куçарчĕç, вăрман пункчĕн баракĕнче те пурăнса пăхрăмăр, Маякра та – пĕр-икĕ çĕрте çынсем патĕнче хваттерте. «Çук, кун пек пурăнса май килмест, – терĕ атте, – хамăрăн çурт-йĕр тумалла». Вара Маякра никам йышăнман шурлăхлă вырăнта аттене çĕр лаптăкĕ панă, унта çурт-йĕр çавăртăмăр.
– Эсĕ купăс калама ăçта вĕреннĕ тата;
– Аттен икĕ купăс та пулнă, пĕри «русский строй» текенниччĕ. Хăй купăс тытмастчĕ вăл, ман вара интерес пулнă. Шкултан килеттĕм те сумкăна кравать айне переттĕм, купăса ярса илеттĕм. Çын умĕнче выляма вăтанаттăм, сакайне анса калаттăм! Юрласа, ура тапса... Пĕррехинче çапла купăса тăсса ларап, атте мана картишĕнчен кăшкăрать: «Нина, тух сакайĕнчен, купăс сасси унтан та илтĕнет!» – тет. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех мана Сиккассине туя та, салтак ăсатма та машинпах килсе лартса каятчĕç.
– Укçалла каланă-и купăсне;
– Хам нимĕн те ыйтман. Мĕн панă, çавăнпа çырлахнă. Халĕ те ал ĕç тăвап, чăлха-нуски çыхса, çăм арласа парап çынсене – мĕн параççĕ, çавна илетĕп. Сакăр класс вĕренсе пĕтерсен хреснатте Шупашкара илсе кайрĕ. Мефодий хăй итлесе пăхрĕ мана...
– Денисов пулĕ-ха;
– Çав ĕнтĕ, урăх кам пултăр. Купăс тыттарчĕ алла, сасса тĕрĕслерĕ. Пĕр вăтанмасăр туртрăм купăса, шăрантартăм юрра. Урасене тапăртаттарса кăна тăрап вĕт! «Хĕрĕм, – терĕ Денисов, – эсĕ питĕ пултаруллă, анчах кăçал кая юлнă, музыка училищине кĕме экзаменсем пĕтнĕ ĕнтĕ, çитес çул кил», – терĕ.
Качча тухрăм, каяймарăм, кайран ялсем тăрăх çÿреме пуçларăм. Пулмарĕ вара вĕренесси. Çемьере сакăр ача, аттен стăрлук шалăвĕ 60 тенкĕ кăна. Анне ача нумай пирки колхоз ĕçне тухайман. Пĕр вăхăтра колхоз пекарнинче çăкăр пĕçертернĕччĕ ăна. Хам та ĕçленĕ-ха эпĕ Маякра инвалидсен артелĕ уçăлсан. Унта хĕрсем чăпта çапатчĕç, эпĕ те кайрăм унта. Пирĕнпе пĕрле артельте Асхва каччи Толя ĕçлетчĕ, атă-пушмак юсатчĕ. Асат хуçнă пирки курпунлăччĕ вăл. Тупрăм вара Турă панă мăшăра. Çавна качча тухрăм. Килте те хама ытлашши çын пек туйнă эпĕ. Чи кĕçĕнни пирĕн, Сашук шăллăм, аннерен ялан ыйтатчĕ: «Нинук пирĕн мар-им вăл; Пирĕн пурин те куç курать, вăл вара аллисемпе хыпашласа çÿрет...»
Асхвара та пурнăç пулман ĕнтĕ, пÿрчĕ пĕчĕкчĕ, тимĕр кăмака. Ăна хутса ярсан, ай-туру! мунча-тăк мунча. Хăшĕ кравать айĕнче пашкаса выртатчĕ, хăшĕ картишне тухса тарать. Хуняма пулнă, хуняçа. Икĕ ача, пĕри – качча кайман ватă хĕр. Çапла, упăшкапа ура вĕçлĕ выртсах виçĕ ача турăм, пурте йĕркеллех çуралчĕç, куçлă-пуçлă, хитре... Вун пилĕк çул пĕрле пурăнсан упăшкам вилсе выртрĕ, ачасене пĕчченех ура çине тăратрăм. Хĕрсене качча патăм, ывăлăма авлантартăм, комсомолла туй туса патăм клубра. Пурте йĕркеллĕ, пурте кăмăллă пулчĕç.
– Ачусем таçта аякра мар пуль;
– Çу-ук! Хĕрсем Асхванах качча тухрĕç, кин те çак ялтанах. Хула пульницинче хирургинче ĕçлет. Ывăла авлантарсан нумай пурăнмарăм ялта, килтен тухса кайрăм. «Сире кансĕрлес мар», – терĕм. Хваттер иличчен унта-кунта çапкаланса çÿрерĕм ача пăхса. Тем те куртăм çын патĕнче пурăнса. Эпĕ 47-ре чухне хваттер пачĕç кунта. Ним латти çукчĕ – ни лампочки çунмасть, ни газĕ çук.
– Нина, кала-ха, мĕн пирки, мĕн сăлтава пула тухса кайнă эсĕ килтен; Куçу та сан сĕм те курмасть вĕт-ха...
– Ан та ыйт, пĕрех каламастăп, ку япала ман чун-чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă...
– Ачусем килсе каяççĕ-и хуть;
– Ывăл Мускавра ĕçлет те, кашни икĕ эрнерех килет.
– Хĕрÿсем тата;
– Лена килет, кĕçĕнни. Вăл кăçатă пуснă çĕрте ĕçлет. Унăн та мăшăрĕ çук, мĕскĕнĕн, пĕчченех пурăнать. «Ма тупса ямастăн, – тетĕп, – пĕр арçын. Эсĕ çамрăк, чипер...». «Анне, – тет, – ăçта халь ырă арçын; Алкоголиксем анчах, лайăххисем арăмĕсемпе пурăнаççĕ. Хăвăн çинчен шутла та, мана кала. Мĕн ырри куртăн эс аттепе пурăнса;» – тет.
– Асли тата;
– Катя-и; Мĕн айăпа кĕнĕ-ши эпĕ ун умĕнче; Анне тесе те чĕнмест, «тетя Нина» тет...
– Çитет-ха хурлăхли çинчен калаçса, мана купăспа хăв юратакан кĕвве выляса кăтартмăн-ши;
– Ма кăтартас мар, кăтартап... Эс япшар чĕлхеллĕ, курăнать, хĕрарăма юрама пĕлен, пире çакă питĕ килĕшет... Сиккасси ташшине каласа парас-и; Итле апла...
Вăл купăсне алла тытрĕ, пукан çине меллĕрех вырнаçса ларчĕ те шăрантарчĕ ташă кĕввине! Авкалана-авкалана, икĕ урипе тапăртатса вылять вĕт! Унтан сăвăласа юрлама тытăнчĕ! Сассине чĕтрете-чĕтрете шăрантарать!
– Çÿçĕм вăрăм пулмарĕ,
Куçăм кăвак пулмарĕ,
Çавăнпа та ман юрату
Нумая та пымарĕ.
Ах тесе ма калас,
Ма чуна хурлантарас,
Хам савнине
çынна парса
Ма çынна савăнтарас!
Пирус парап,
пирус парап
Пирус туртакансене.
Нивушели сăмах парап
Хама кураймансене!
Юрă хыççăн юрă, кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантарчĕ Нинук. Мĕнле пÿрнисем ывăнмаççĕ тульккăш.
– Пирĕн кунта купăс калакан вăйăç хĕрсем татах та пур, – терĕ Нинук купăсне пукан çине лартса. – Анчах мана çитекенни хальлĕхе çук-ха. Хулара вăйăç Нина тесен пурте пĕлеççĕ. Нумай çынна ташлаттарнă эп купăс каласа. Эс халь Пĕршенере каятăн пулĕ; Ванюшпа Ульхана салам кала. Сыснине çапсан шÿрпе çиме чĕнетпĕр тенĕччĕ-ха вĕсем. Эпир Ульхапа Маякра пĕрле выляса ÿснĕ. Эп çакна каласшăн: Ульха арçынна юрама пĕлсех каймасть, тÿрккесрех. Чипер ларнă çĕртех Ванюш пуçне хул айне хупать те мăйне питĕ хытă хĕстерме тытăнать. Ун пек тумалла-и вара; Лешĕ хирĕç чĕнме те шикленет пулмалла. Тем чухлĕ ятланă эп Ульхана...
Хваттертен урама тухсан чылайччен подъезд умĕнчен каймасăр тăтăм. Нинук хваттерĕнчен питĕ хурлăхлă, чуна пырса тивекен юрă илтĕнчĕ. Куççуль витĕр юрларĕ пулас çак юрра Нинук. Сăмаххисене йĕркипе астуса юлаймарăм, вĕсен тĕп шухăшĕ – куç курман хĕрарăмăн тертлĕ пурнăçĕ çинчен. Çак сăмахсем пуçа кĕрсе юлчĕç:
– Анне мана çуратрĕ, çуратрĕ те юратрĕ, анчах телей пулмарĕ. Анне мана çуратнă чух çурт çумĕпе шыв юхрĕ. Çурхи шывпах юхса кайрĕ анне пилленĕ телей...

30.01.2009

"Канаш ен"

В.ЛАПИН


Просмотров: 787 | Добавил: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Пирĕн архив
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024