Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Пĕр хĕрарăм такмакĕсем-2
10.02.2011, 14:45
Сарă чечек,сарă чечек 
Сарă чечек вăхăчĕ. 
Вун çиччĕре. вун саккăрта 
Хĕрпе каччă вăхăчĕ.

Трактор суха сухалать
Сухаламан çĕрсене. 
Эп савнине кайса патăм 
Каччă курман хĕрсене. 

Хапха умĕнче вăкăр тăрать, 
Мăйракипе мухтанать
Хăй пĕчĕк, хырăмĕ пысăк,  
Каччă тесе мухтанать.

Пĕрре çапать, иккĕ çапать - 
Çавă сехет пулать-и?
Пĕр каç килет, пĕр каç килмест, 
Çавă савни пулать-и?

Эх, савниçĕм саттана,
Хуть те ăçта хур мана,
Хуть те шыва, хуть те вута,
Хуть те хăвпа ил мана. 

Çырма хĕрринчи валашки 
Кĕпе кивсе сарăхнă. 
Çакă ялăн каччисем
Чĕлĕм туртса сарăхнă. 

Хура пурçăн тутрине
Хурап чăматан тĕпне.
Эп савнишĕн макăрап
Сухан шуратнă чухне. 

Трактор суха сухалать,
Сеялки акса пырать. 
Авланайман каччăсен
Сухалĕ шăтса пырать.

Урайĕнчи хăмăшне
Илсе çакăр пăтана.
Çакă ялăн ачисене
Тĕртсе ярăр çырмана.

Мана савни тиркерĕ,
Хура, пĕчĕккĕ терĕ,
Кайса туптăр саррине,
Хăмла шалчи тăршшĕне!

Трактор путнă çырмана
Бензин тесе кăшкăрать.
Ман савнине пыйтă ернĕ, 
Мунча тесе кăшкăрать.

Эс те хура костюмпа,
Эп те хура юбкăпа.
Эсĕ урăх хĕрпе пулсан,
Эп те урăх каччăпа.

Эх, пуласчĕ, пуласчĕ,
Шофер арăм пуласчĕ. 
Хам курайман çынсене
Кабинăран сурасчĕ.

Кайсан-кайсан юпа пур,
Татах кайсан тата пур.
Мана савни пăрахсан
Савакансем татах пур.

Кăмакари шарккăвĕ
Ула кушак юлашки.
Çакă ялăн каччисем
инке-арăм юлашки.

Эп савнине хитререн
Кайса патăм лавккана. 
Продавецĕ сутса янă
Пĕр ланчашка майрана.

Хĕрсем, кайăр пасара,
Илĕр хура саппунне. 
Качча кайăр, калла килĕр, 
Халь çавăн пек саккунĕ. 

Çап-çутă сăмавар - 
Пĕр пуса та кирлĕ мар.
Мăн кăмăллă каччăсем 
Тархасшăн та кирлĕ мар!
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 657 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024