Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [46]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 133
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Дуняша такмакĕсем
09.08.2016, 11:55

Эх чун, яш чун

Вĕри юн, хĕрÿ юн.

Утмăл тĕслĕ утăм пур та

Тăхăр тĕслĕ ташшăм пур.

 

Сакай алăк уçăлчĕ,

Пуçламан пичке курăнчĕ.

Çав пичкене ĕçмесĕр те 

Эпир кунтан каймастпăр. 

 

Пулă мар, шапа мар,

Шывра ишейместĕп.

Ватă мар, çамрăк мар –

Чăтса лараймастăп.

 

Сарри саккăр ташларĕ,

Хури тăххăр ташларĕ.

Эп ни сарă, ни хура –

Пĕрре ташласа парам-ха.

 

Ал ĕç тытассăм килет,

Тĕкне çăлассăм килет.

Ялĕ пĕчĕк, каччи сахал –  

Тухса тарассăм килет.

 

Тăпăр-тăпăр тутарать,

Ачи маттур, пултарать.

Ялти сарă хĕрсемпе

Çÿремешкĕн пултарать.

 

Пĕрре терĕм,

Иккĕ терĕм.

Ташламашкăн анчах мар,

Такмаксем калас терĕм.

 

Ах, терĕç пуль,

Мĕн терĕç пуль.

Ку хĕрарăм совеçрен те

Тухса кайнă терĕç пуль?

 

Чăт-чăт тăван, чăт тăван

Эпир тухса кайиччен.

Юр юрласа савниччен те,

Тăранмалăх ташличчен.

 

Купăспа, купăспа

Эпир ташша пит ăста.

Юрламасан-ташламасан

Пире кунта намăс та.

 

Унталла пăхсан та çук,

Кунталла пăхсан та çук.

Вун çич çулхи çамрăк ĕмĕр

Выртса макăрсан та çук.

 

https://ok.ru/video/9408677303

Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 98 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2017