Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Такмаксем - 14
29.08.2010, 09:49
Акӑ ӗнтӗ, пӑх ӗнтӗ,
Калама та ҫук ӗнтё.
Алли ури хӗрсе кайрӗ
Чарӑнма та ҫук ёнтӗ.

Ах тес, мӗн тӑвас?
Киле кайсан мӗн калас?
Юрланине каласан та,
Ташланине каламас.

Ах, савни, сатана,
Кураймастӑп эп сана.
Тислӗк ҫинчи кӑмпа пулсан,
Тапса ывтӑттӑм сана.

Юрататӑп, юрататӑп,
Юрататӑп тетчӗ вӑл.
Асатса яр ха тесессӗн
Хам та хӑрап тетчӗ в&л.

Карта ҫумри куршанаке—
Ҫумӑр кӗтсех ватӑлчӗ.
Ҫакӑ ялӑн каччисем
Хӗр суйласах ватӑлчӗҫ.

Кукӑль пиҫсе тухиччен
Пашалу та юрӗ ха.
Хамӑн савни киличчен
Ҫын савни те юрӗ ха.

Кӗрлесе вӑрман ҫунать,
Кӗлӗ ҫӗре тӑкӑнать.
Сарӑ хӗрӗн ӗмӗрӗ
Чечек пулса тӑкӑнать.

Пӳрт умӗнче решетке,
Аллӑрсенче перчетке.
Ан мухтанӑр ытлашши
Сирӗн пекки теҫетке.

Пурҫӑн тутӑр ҫумашкӑн
Тӑрна куҫ пек шыв кирлӗ.
Чун чӗререн савмашкӑн
Ялти ятлӑ яш кирлӗ.
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 668 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/2
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024