Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Такмаксем - 15
29.08.2010, 09:53
Пирӗн ҫырма ним те мар
Кӗпер хур та каҫса кай.
Ҫакӑ ялӑн каччисене
Лач! лач! сур та иртсе кай.

Сӗтел ҫинче виҫ улма
Пӗрне манӑн ҫимелле.
Ҫак карчӑкӑн виҫ ывӑл
Пӗрне манӑн каймалла.

Сӗтел ҫинче мӗн ларать?
Турилккепе пыл ларать.
Ман савнипе кам ларать?
Катӑк шӑллӑ хӗр ларать.

Сӑрт хӗррипе ан утӑр
Пушмак кӗлли чалӑшать.
Ман савнипе ан ҫӳрёр
Янах шӑмми чалӑшать.

Ma пӑхатӑр ҫырмана?
Кукӑр йӑмра курман —и?
Ма пӑхатӑр пирӑн ҫине?
Пиртен ухмах курман — и?

Манӑн тутӑр ҫук теҫҫӗ,
Арчарине пӗлмеҫҫӗ.
Манӑн савни ҫук теҫҫӗ,
Салтакрине пӗлмеҫҫӗ.

Пӳртпе сарай хушшинче
Чӗкеҫ вӗҫсе ҫӳретӗр.
Савни, пирӗн хушӑра
Ҫыру вӗҫсе ҫӳретӗр.

Манӑн савни виҫҫӗ.
Шутласа парам — и?
Шӑпана,  сатана,
Виҫҫӗмӗшӗ тӑнкама.

Савӑнӑҫлӑ, савӑнӑҫлӑ,
Савӑнӑҫлӑ пулмалла.
Савӑнӑҫлӑ пулмасан
Кӑмака ҫинче лармаллв.
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 463 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024