Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Такмаксем - 18
29.08.2010, 10:05
Ҫаран хёррипе пыраҫҫё,
Кӑвак чечек курмаҫҫӗ.
Уссе ҫитсе яш пулаҫҫӗ,
Хӗр ҫавӑрма пӗлмеҫҫӗ.

Мунча алӑк пӗчӗккӗ:
Уҫса хупма пит лайӑх.
Ман савни те пӗчӗккӗ:
Йӑтса ҫапма пит лайӑх.

Ах, сад, виноград
Халь тин чечеке ларать.
Манӑн савни сӑпкара
Часах калаҫма пуҫлать.

Кукӑль сӑмси ҫиекен
Кукӑль ҫиеп терӗ пуль.
Ман савнипе ҫӳрекен
Савни тупрӑм терӗ пуль.

Мана савни каларӗ:
Урама ан тух терӗ,                  
Эпӗ хӗрпе тӑнӑ чух
Пире кансӗрлен терĕ.

Мӑкла пуҫлӑ качаки
Сӗтне памасть ни черта.
Мана анне ҫамрӑк тесе
Качча памасть ни черта.

Атӑпа та пушмакпа
Ҫӳллӗ пулас терён —и?
Çын савнине туртса илсе
Пурнӑҫ тӑвас терӗн —и?

Атӑпа та пушмакпа
Ҫӳллӗ пулаймастӑн.
Сын савнине туртса илсе
Пурнӑҫ тӑваймастӑн.

Балалайкӑн виҫӗ хёлёх,
Пӗр хӗлӗхӗ татӑлнӑ.
Манӑн савни ватӑлнӑ,
Малти шӑлӗ катӑлнӑ.
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 577 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024