Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Такмаксем - 19
29.08.2010, 10:06
Туфлийӗ хура теҫҫӗ,
Хӑйсем хуратаҫҫё те.
Манӑн савни япӑх теҫҫӗ,
Хӑйсем юратмаҫҫӗ те.

Мана савни тиркерӗ,
Пӗчёккё, хура терӗ.
Кайса туптӑр саррине
Мунчала ланчашкине.

Ян ятлӑр пире,
Ан хурлӑр пире.
Эпир кунти ҫынсем мар,
Палламастӑр пире.

Ташлассӑм килет,
Урасем шумаҫҫӗ.
Йӗри — тавра хура халӑх
Тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ.

Авӑнать, авӑнать,
Урай хӑми авӑнать.
Савни юнашар пулсан
Манӑн чунӑм савӑнать.

Тӑпӑр — тӑпӑр тӑвар —и?
Урай кашти хуҫар— и?
Эпир тепре килнӗ ҫӗре
Ҫёнё туса хуччӑр —и?

Манӑн савни ҫакӑнта
Чышкӑ юнаса ларать.
Ҫавӑнпа та манӑн сассӑм
Чӗтренсе кӑна тухать.

Хёрлё кӗпе ҫӗлерӗм
Уяв кунне ҫӳреме.
Ҫинҫе пӗве ӳстертӗм
Ҫак ташӑра ҫӗнтерме.

Пӗрре, иккӗ, виҫҫё, тӑваттă. 
Урӑх шутламастӑп.
Алӑ ҫупса лармасан
Урӑх ташламастӑп
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 428 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024