Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Такмаксем - 21
29.08.2010, 10:08
Савни, сана юратса
Пӗр ик сӑмах калас — и ?
Мана пӑрахса кайнӑшӑн
Пӗрре ҫупса ярас —и?

Ҫитет пулӗ ташласа,
Ҫитет пулӗ юрласа:
Намӑса пӗлес пулать,
Купӑсҫа шеллес пулать.

Ташши, ташши,
Салакайӑк ташши.
Салакайӑк ташши мар,
Ҫак ял хӗрсен ташши.

Акӑш тытассӑм килет,
Тӗкне татассӑм килет.
Ялӗ пӗчӗк, каччи сахал,
Тухса тарассӑм килет.

Кӗпер айӗнчи вӗлтренӗ
Ҫумӑр кӗтсе ватӑлнӑ.
Ҫакӑ ялӑн ачисем
Хӗр тиркесе ватӑлнӑ.

Авкаланса, хуҫкаланса
Юраймарӑм савнине.
Савни кӑмӑлне кайма
Ҫуратман мана анне.

Ҫакӑ ялӑн каччисем
Самолетпа вӗҫеҫҫӗ.
Эрех пички тӗл пулсан
Парашютсӑр сикеҫҫӗ.

Унталла пӑхап — стена,
Кунталла пӑхап — стена,
Ҫӳлелле пӑхап мачча,
Никам та илмест качча.

Унталла пӑхсан та ҫук,
Кунталла пӑхсан та ҫук.
Иртсе кайнӑ ҫамрӑк ӗмӗр
Выртса макӑрсан та ҫук.
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 589 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024