Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Такмаксем - 24
30.08.2010, 22:04
Анкартине сухан лартрӑм,
Сухан пысӑк пуҫлӑ пулчӗ.
Сухан сутса савни илтём,
Савни  кӑвак куҫлӑ пулчӗ.

Ай, астуман — астуман,
Астумасӑр каларӑм.
Астунӑ пулнӑ  пулсан
Каламан та пулӑттӑм.

Эх, чух, ҫамрӑк чух
Качака пек каҫӑрччӗ.
Халё ёнтё ватӑлтӑм,
Кёвенте пек авӑнтӑм.

Виҫё метр ситцӑ илтём —
Мӑшӑр валли кёпелёх.
Мӑшӑр мана суйланӑ
Хӑйне  валли ёмёрлёх.

Ох, ҫырми тарӑн
Сиксе каҫаймарӑм.
Купӑсне хитре калать —
Чӑтса тӑраймарӑм.

Юрлассӑм килет,
Ташлассӑм килет.
Хампа пĕрле ташлакана
Юратассӑм килет.

Ҫап ҫавра ҫут кӳлёре
Шыв ҫаврӑнать —ши вара?
Эпир кунта ташланӑшӑн
Намӑс пулать—ши вара?

Шурӑ кёпе аркине
Вёҫтеререх парӑр — ха.
Кураймансен чёрине
Ҫунтарарах парӑр —ха.

Вӑрман ҫулё такӑр мар,
Такӑрлатма кирлӗ мар.
Пур ҫын кӑмӑлне кайма
Вӑрманти cap кайӑк мар.
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 530 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024