Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Такмаксем - 26
30.08.2010, 22:06
Анне, пӑх —ха чӳречерен:
Роза чечек ҫурӑлать.
Анне, ан пӑх чӳречерен:
Мана савни чуп тӑвать.

Пурҫӑн тутӑр пурччӗ ман,
Качча кайма тенӗскер.
Савнӑ тусӑм пурччӗ ман,
Ҫынран туртса илнӗскер.

Хитре чечек ҫыххинче
Сар чечек те пулнӑ пуль.
Савни, пирӗн хушӑра
Хирӗҫӳ те пулнӑ пуль.

Кӗрен чечек татмасан
Эп вӑрмана каяс ҫук.
Савни вӑййа тухмасан —
Эп те вӑййа тухас ҫук.

Мӗнле ха вӑл кӑвакал
Пур шыва та юратать?
Мӗнле ха вӑл cap каччӑ
Пур хӗре те юратать?

Тракторе суха тӑвать,
Сеялки акса пырать.
Ватта кайнӑ каччӑсен
Мӑк сухал шӑтса пырать.

Чӳречене сӑрлар —и?
Сӑрӗ юхса татар—и?
Ҫӗнӗ савни тупар — и?
Кивви пӑхса татар —и?

Манӑн савни аякра
Сысна кётсе ҫӳреп тет.
Сысна кӗтнӗ укҫипе
Мана качча илеп тет.

Хуласенчен ялсене
Автобуссем ҫӳреҫҫӗ.
Хальхи яшсем юратса мар,
Йӗкӗлтешсе ҫӳреҫҫӗ.
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 573 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024