Нумаях пулмасть ЧР культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствипе "Тульская гармонь” фабрика килĕшÿ тунă пулнă. Унпа килĕшÿллĕн аякри туссем Красноармейскинчи ял тăрăхĕсен хушшинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи купăсçăсен "Хавал” ансамблĕ валли ятарласа фабрика парнине — купăсне хатĕрленĕ.
Ăна ăсталама "Чăваш Енти ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пăхса хăварнă пулнă, çавна валли 52660 тенкĕ уйăрнă.
Калама йывăр, паянхи кун культурăра пысăк пĕлтерĕшли мĕн пулса тăрать-ши: çĕнетсе улăштарни (модернизаци) е ырă йăла-йĕркесене сыхласа хăварни. Пĕри тепринпе çыхăннах пулĕ. Паллах, кăмăл уççи, ял пурнăçне анлăн, савăнăçлăн тата килĕшÿллĕн çырăнса юлнă музыка инструменчĕсенчен пĕри купăс пулса юлчĕ. Халĕ ял клубне е унти пĕр-пĕр савăн
...
Читать дальше »