Пирĕн статистика |
Халĕ кунта: 1 Хăна: 1 Усă куравçă: 0 |
|
Пĕр хĕрарăм такмакĕсем-2
| 10.02.2011, 14:45 |
Сарă чечек,сарă чечек Сарă чечек вăхăчĕ. Вун çиччĕре. вун саккăрта Хĕрпе каччă вăхăчĕ.
Трактор суха сухалать
Сухаламан çĕрсене.
Эп савнине кайса патăм Каччă курман хĕрсене.
Хапха умĕнче вăкăр тăрать, Мăйракипе мухтанать Хăй пĕчĕк, хырăмĕ пысăк, Каччă тесе мухтанать.
Пĕрре çапать, иккĕ çапать - Çавă сехет пулать-и? Пĕр каç килет, пĕр каç килмест, Çавă савни пулать-и?
Эх, савниçĕм саттана, Хуть те ăçта хур мана, Хуть те шыва, хуть те вута, Хуть те хăвпа ил мана.
Çырма хĕрринчи валашки Кĕпе кивсе сарăхнă. Çакă ялăн каччисем Чĕлĕм туртса сарăхнă.
Хура пурçăн тутрине Хурап чăматан тĕпне. Эп савнишĕн макăрап Сухан шуратнă чухне.
Трактор суха сухалать, Сеялки акса пырать. Авланайман каччăсен Сухалĕ шăтса пырать.
Урайĕнчи хăмăшне Илсе çакăр пăтана. Çакă ялăн ачисене Тĕртсе ярăр çырмана.
Мана савни тиркерĕ, Хура, пĕчĕккĕ терĕ, Кайса туптăр саррине, Хăмла шалчи тăршшĕне!
Трактор путнă çырмана Бензин тесе кăшкăрать. Ман савнине пыйтă ернĕ, Мунча тесе кăшкăрать.
Эс те хура костюмпа, Эп те хура юбкăпа. Эсĕ урăх хĕрпе пулсан, Эп те урăх каччăпа.
Эх, пуласчĕ, пуласчĕ, Шофер арăм пуласчĕ. Хам курайман çынсене Кабинăран сурасчĕ.
Кайсан-кайсан юпа пур, Татах кайсан тата пур. Мана савни пăрахсан Савакансем татах пур.
Кăмакари шарккăвĕ Ула кушак юлашки. Çакă ялăн каччисем инке-арăм юлашки.
Эп савнине хитререн Кайса патăм лавккана. Продавецĕ сутса янă Пĕр ланчашка майрана.
Хĕрсем, кайăр пасара, Илĕр хура саппунне. Качча кайăр, калла килĕр, Халь çавăн пек саккунĕ.
Çап-çутă сăмавар - Пĕр пуса та кирлĕ мар. Мăн кăмăллă каччăсем Тархасшăн та кирлĕ мар!
|
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
|
Миçе хут пăхнă: 691 | Уçланă: 0
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|