Пирĕн статистика |
Халĕ кунта: 1 Хăна: 1 Усă куравçă: 0 |
|
Николай Краснов такмакĕсем (Елчĕк)
| 10.08.2013, 16:29 |
Эх, савниччĕ, савниччĕ,
Вĕсем манăн çиччĕччĕ.
Вĕсем питĕ лайăхчĕ –
Çиччĕшĕ те тĕрлĕччĕ.
Пĕрремĕшĕ пĕчĕкчĕ,
Çур литра яхăнччĕ.
Тенкел çине тăрсассăн
Кăвапа таран пулатчĕ.
Иккĕмĕшĕ ырханччĕ,
Шăмми-тирри кăначчĕ.
Çапах унпа лайăхчĕ –
Пур çĕрте те хытăччĕ.
Виççĕмĕшĕ выçăччĕ,
Ялан апат çиетчĕ.
Çĕрле çывăрма выртсан та
Чĕчĕ ĕмсе выртатчĕ.
Тăваттăмĕшĕ туртатчĕ,
Ялан тапак шыратчĕ.
Намăса та пĕлместчĕ –
Манран тапак ыйтатчĕ!
Пиллĕкмĕшĕ пилсĕрччĕ,
Хут кукарччĕ, шатнăйччĕ.
Çĕрле манпа çывăрсан
Ирпе укçа илетчĕ.
Улттăмĕшĕ урăччĕ,
Сĕм çĕрлеччен ĕçлетчĕ.
Вырăн ăшне кĕрсе выртсан
Ÿсĕр çынран хушăччĕ.
Çиччĕмĕшĕ çирĕпчĕ,
Чăн-чăн арçын пекехчĕ.
Йыт аçи пек ясарччĕ –
Кÿршĕ Марье çавăрчĕ…
Эх, савниччĕ. Савниччĕ,
Вĕсем манăн çиччĕччĕ.
Саккăрмĕшне тупасчĕ –
Укçи нумай пултăрччĕ.
Кунта савни тупас çук,
Нумай тăма вăхăт çук.
Киле каяс теп ишшо,
Чипер юлăр, вăт и вçо!
|
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
|
Миçе хут пăхнă: 733 | Уçланă: 0
| Комментарисем: 1
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|