Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 145
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Манăн савни çиччĕччĕ
24.12.2023, 21:02

Эх, савниччĕ, савниччĕ,

Вĕсем манăн çиччĕччĕ.

Пурте питĕ лайăхчĕ, 

Çиччĕш çичĕ тĕрлĕччĕ.

 

Пĕрремĕшĕ пĕчĕкчĕ –

Çур метăра яхăнччĕ.

Пукан çине тăратсан

К(ă)вапа таран кăначчĕ.

 

Иккĕмĕшĕ ырханччĕ –

Шăмми-тирри кăначчĕ.

Çапах унпа лайăхчĕ –

Пур çĕрти те хытăччĕ.

 

Виççĕмĕшĕ выçăччĕ –

Ялан апат шыратчĕ.

Каçпа ç(ы)вăрма выртсан та

Чĕчĕ ĕмсе выртатчĕ.

 

Тăваттăмĕше туртатчĕ –

Ялан тапак шыратчĕ.

Намăса та пĕлместчĕ –

Манран тапак ыйтатчĕ.

 

Пиллĕкмĕшĕ ÿсĕрччĕ,

Хыт кукарччĕ, жаднăйччĕ.

Каçпа манпа çывăрнăшăн

Ирпе укçа ыйтатчĕ.

 

Улттăмĕшĕ урăччĕ –

Пĕр тумлам та ĕçместчĕ.

Вырăн ăшне кĕрсе выртсан

Ÿсĕр çынран хужеччĕ.

 

Çиччĕмĕшĕ çирĕпчĕ –

Чăн-чăн арçын пекехчĕ.

Хур аçи пек ясарччĕ –

Кÿршĕ ами çавăрчĕ.

 

Эх, савниччĕ, савниччĕ,

Вĕсем манăн çиччĕччĕ.

Саккăрмĕшне тупасчĕ,

Укçи нумай пултăрччĕ.

Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 45 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024