Пирĕн статистика |
Халĕ кунта: 1 Хăна: 1 Усă куравçă: 0 |
|
Пĕр хĕрарăм такмакĕсем-1
| 10.02.2011, 14:47 |
Манăн атте пит ăста Хапха юпи сăрлама. Эп аттерен те ăста Стакан тĕпне çулама.
Шестьсот, восемьсот, Эпир хамăр высший сорт, Такăнмасăр ÿкместпĕр Ватăлмасăр вилместпĕр.
Савни килет салтакран - Ик ааллинче чăматан. Хирĕç чупма тытăнтăм, Майри килет хыçалтан.
Савни сарă та пулать, Савни хура та пулать. Сарă савни вĕçкĕн пулать, Пире хури те юрать.
Эс те кайнă мунчана, эп те кайнă мунчана. Ман савнипе эс çÿренĕ, Халь пулатăн пуçана.
Авă килет мелке пуç, Мотоцикл илнĕ уш. Мотоцикл çине ларса Паллами те пулнă уш.
Трактор суха сухалать, Суха пуçне пăркалать. Манăн савнин çĕнĕ хĕрĕ Кутне-пуçне пăркалать.
Тара-тара, тара-тара Аран тарса хăтăлтăм, Шыв ĕçме кĕретĕп тесе Улталаса хăвартăм.
|
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
|
Миçе хут пăхнă: 743 | Уçланă: 0
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|