Пирĕн статистика |
Халĕ кунта: 1 Хăна: 1 Усă куравçă: 0 |
|
Такмаксем - 10
| 29.08.2010, 09:31 |
Лаппи, лаппи, лаппипе, Лаппи пӗтсен тунипе. Пирӗн лаппи пӗтес ҫук, Туни вӗҫне юлас ҫук.
Шур саппунӑн кӗсйи ҫук - Мӑйӑр чикес тесси ҫук. Ман ку ялта савни ҫук — Савни килеттесси ҫук.
Ура тӑсса лармасан Ҫут калуша кам курать? Урай варне тухмасан Пирӗн ташша кам курать?
Ҫакӑ ялӑн кӗпер ҫук, Каҫса ҫӳрекен те ҫук. Ҫакӑ ялӑн хӗрӗсене Качча илекен те ҫук.
Трактор суха сухалать, Пӗр кӗтесне хӑварать. Манӑн савни ҫыру ҫырать, Пӗр сӑмахне сиктерет.
Шыв хӗрринчи мунчине Хутса ярсан та юрать. Ытла нумай ташларӑмӑр, Чарӑнсассӑн та юрать.
Ma мунча хутаҫҫӗ —ши? Ма вёри тӑваҫҫё — ши? Ырлӑх ҫинчен хурлӑх курма Ма качча каяҫҫӗ — ши?
Эпйр мунча хутас ҫук, Эпир вӗри тӑвас ҫук. Ырлӑх ҫинчен хурлӑх курма Эпир качча каяс ҫук.
Турат ҫинчен турат ҫине Вӗҫкӗн ҫерҫи ҫеҫ вӗҫет. Ялтан яла хӗр шыраса Вӗҫкӗн каччӑ ҫеҫ ҫӳрет.
|
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
|
Миçе хут пăхнă: 685 | Уçланă: 0
| Комментарисем: 1
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|