Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 145
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 2
Хăна: 2
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Такмаксем - 12
29.08.2010, 09:39
Анаталла, тӑвалла
Каччӑсем утаҫҫӗ.
Йӗм пӗҫҫине тавӑрса
Сӑмсине шӑлаҫҫӗ.

Кала —кала, купӑсҫӑ,
Ахаль тумӑп эп сана.
Качча  кайса ача тусан
Кума тӑвӑп эп сана.

Алӑк айён ҫӳреме
Сысна ҫури мар вӗт эп.
Ирех выртса ҫывӑрма
Пӗр савнисӗр мар вӗт эп.

Лач лач лачака,
Лачакара вӗт шӑна.
Ҫакӑ ялӑн каччисем
Чӑн та ула качака.

Утар — и те утар — и,
Утар урлӑ каҫар — и?
Ҫакӑ ялӑн каччисене
Тапар — и те утар — и ?

Ҫакӑ ялӑн йӑмра пур,
Иӑмра ҫинче йӑва пур.
Ман савнине паллас пулсан
Хырӑм ҫинче саплӑк пур.

Манӑн савни те Раман,
Санӑн савни те Раман.
Эп Раманпа ҫӳренӗ чух
Никамран та хӑраман.

Манӑн савни те Павлуш,
Санӑн савни те Павлуш.
Ик Павлуша пӗрлештерсен,
Пулать иккен ик калуш.

Пултарас ҫук тухас ҫук,
Кӑмака ҫинчен анас ҫук.
Кӑмака ҫинчен анас ҫук та
Килнӗ ятне тӑвас ҫук.
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 511 | Уçланă: 0 | Комментарисем: 1 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024