Пирĕн статистика |
Халĕ кунта: 1 Хăна: 1 Усă куравçă: 0 |
|
Такмаксем - 13
| 29.08.2010, 09:44 |
Шăтăр—шӑтӑр тутараҫҫӗ, Мӑйӑр ҫиеҫ пулмалла. Пӑшӑл —пӑшӑл тутараҫҫӗ,
Пире ҫиеҫ
пулмалла.
Эх,
машини — "Жигули" Ҫитсе килчӗ хуларан. Ун шоферӗ ман савни, Тек ҫӳретмӗ
— ха ҫуран.
Сакки шурӑ пулсассӑн, Урай
хури ним те мар. Хамӑр чипер пулсассӑн, Ҫын сӑмаххи ним те мар.
Кала,
тусӑм, купӑсна, Эпир ташша пит ӑста. Юрламасан, ташламасан, Пире халӗ намӑс та.
Ташласан
— ташланӑ пек, Юрласан — юрланӑ пек.
Ташламасан — юрламасан Хама мӑнна хунӑ пек.
Ах
чух пулам — и ? Яш чух пулам —и?
Хӗрӗх ҫулхи кӗлеткине
Ак ҫапла авам — и ?
Хӗрлӗ тутӑр паттис
мар, Паттисран та кая мар.
Эпир кунта артист мар, Артистран та кая мар.
Атти
ҫутӑ, атти ҫутӑ, Ҫутӑлтарать урайне.
Савни сарӑ,
куҫё кӑвак, Ҫав ҫунтарать чӗрене.
Ах. юрату, юрату, Пулать иккен терлӗрен. Пӗр каҫхине хам куртӑм - Савни тухать кӳршӗрен.
|
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
|
Миçе хут пăхнă: 719 | Уçланă: 0
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|