Акӑ ӗнтӗ, пӑх ӗнтӗ, Калама та ҫук ӗнтё. Алли — ури хӗрсе кайрӗ — Чарӑнма та ҫук ёнтӗ.
Ах
тес, мӗн тӑвас? Киле кайсан мӗн калас? Юрланине каласан та, Ташланине каламас.
Ах,
савни, сатана, Кураймастӑп эп сана. Тислӗк ҫинчи кӑмпа
пулсан, Тапса ывтӑттӑм сана.
Юрататӑп, юрататӑп, Юрататӑп тетчӗ вӑл. Асатса яр — ха тесессӗн —
Хам та хӑрап тетчӗ в&л.
Карта
ҫумри куршанаке— Ҫумӑр кӗтсех ватӑлчӗ. Ҫакӑ ялӑн каччисем Хӗр суйласах ватӑлчӗҫ.
Кукӑль пиҫсе тухиччен Пашалу та юрӗ —
ха. Хамӑн савни киличчен Ҫын савни те юрӗ — ха.
Кӗрлесе вӑрман ҫунать, Кӗлӗ ҫӗре тӑкӑнать. Сарӑ хӗрӗн ӗмӗрӗ Чечек
пулса тӑкӑнать.
Пӳрт умӗнче решетке,
Аллӑрсенче перчетке. Ан мухтанӑр ытлашши —
Сирӗн пекки теҫетке.
Пурҫӑн тутӑр ҫумашкӑн Тӑрна куҫ пек шыв кирлӗ.
Чун — чӗререн савмашкӑн Ялти ятлӑ яш кирлӗ.
|