Пирӗн ҫырма ним
те мар — Кӗпер
хур та каҫса кай. Ҫакӑ ялӑн каччисене —
Лач! лач! сур та иртсе кай.
Сӗтел ҫинче виҫ улма — Пӗрне манӑн ҫимелле. Ҫак карчӑкӑн виҫ ывӑл —
Пӗрне манӑн каймалла.
Сӗтел ҫинче мӗн ларать? Турилккепе пыл ларать. Ман
савнипе кам ларать? Катӑк шӑллӑ хӗр ларать.
Сӑрт хӗррипе ан утӑр —
Пушмак кӗлли чалӑшать. Ман савнипе ан ҫӳрёр — Янах шӑмми
чалӑшать.
Ma пӑхатӑр ҫырмана?
Кукӑр йӑмра курман —и? Ма пӑхатӑр пирӑн
ҫине? Пиртен ухмах курман — и?
Манӑн тутӑр ҫук теҫҫӗ, Арчарине пӗлмеҫҫӗ. Манӑн савни ҫук теҫҫӗ,
Салтакрине пӗлмеҫҫӗ.
Пӳртпе сарай
хушшинче Чӗкеҫ вӗҫсе ҫӳретӗр. Савни, пирӗн хушӑра
Ҫыру вӗҫсе ҫӳретӗр.
Манӑн савни виҫҫӗ. Шутласа парам — и? Шӑпана,
сатана, Виҫҫӗмӗшӗ — тӑнкама.
Савӑнӑҫлӑ, савӑнӑҫлӑ, Савӑнӑҫлӑ пулмалла. Савӑнӑҫлӑ пулмасан — Кӑмака ҫинче
лармаллв.
|