Вӑрманалла кӗрсе кайрӗҫ Йӗнерленӗ учӗсем. Ман чӗрене ҫунтараҫҫӗ
Сыв пул! тенӗ сӑмахсем.
Трактор
килет те каять,
Ҫула пӑсса хӑварать. Савни килет те каять, Хурлантарса хӑварать.
Улма
сутакан та пур, Улма илекен те пур. Ан кулянӑр, ват хӗрсем,
Сире илекен те пур.
Хуп
касрӑм, сӑпка турăм Кин ачине сиктерме. Ачи
пулсан, пулмасан та Кинне хӑйне сиктерме.
Шурӑ мунча
хутса ятӑм — Тётӗм явӑнса тухать. Ҫӗнӗ савни
тупса ятӑм — Кивви макӑрса ҫӳрет.
Йӑмра, йӑмра, йӑмратеҫҫӗ, Йӑмра ҫирӗп йывӑҫ мар. Савни, савни, савнитеҫҫӗ.
Савни турӑ ҫырни мар.
Ҫӳлте вӗҫет cap кайӑк Чисти
ҫӳлти ҫӑлтӑр пек. Ҫакӑ ялӑн каччисем Чисти хуртлӑ кӑмпа
пек.
Ҫӳллӗ —
ҫӳллӗ ту ҫине
Ma пӗчченех хӑпарас? Хам
савнине ҫынна парса Ҫынна ма савӑнтарас?
Ҫакӑ ялӑн каччисене
Тёп сакайне хупмалла. Ытла выҫса вилесрен Ыраш улӑм
памалла.
|