Уй варринчи юманне Мӑн туратран паллатпӑр. Ҫакӑ ялӑн каччисене Мӑн сӑмсаран
паллатпӑр.
Сӗтел ҫинче витре, Ун хӑлӑпӗ хитре. Эпир хитре ташламасан, Эсир
ташлӑр хитре.
Савни кайрё салтака Икӗ ҫул служить тума. Икӗ
ҫул вӑл ик кун мар — Кӗтсе ларма ухмах мар.
Ҫул хёрринчи кӳллине Шапа лӗкки ҫыпӑҫнӑ. Ҫакӑ ялӑн каччисене Сысна
пыйти ҫыпӑҫнӑ.
Витре кайрӗ Атӑла, —
Тутӑхмасӑр тухас ҫук. Савни кайрӗ салтака, — Авланмасӑр килес ҫук.
Ҫӳлте самолет
вӗҫет, Шывра пӑрахут ишет. Мӗн тӑвас — ха
ҫын савнипе? Хамӑн салтакран килет.
Савни
кайрӗ салтака, Тӑтӑм юлтӑм пӗр —пӗччен. Никампа та ҫӳремен
Савни ҫартан киличчен.
Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ, Миҫе кӗвӗ пёлен эс? Миҫе кӗвӗ пӗлен эс? Миҫе
хӗрпе ҫӳрен эс?
Эп
савнине шутласаччӗ Ҫамрӑк каччӑ пуль тесе.
Ачи чупать хыҫалтан: "Атте, ан кай —ха",
— тесе.
|