Пирĕн статистика |
Халĕ кунта: 1 Хăна: 1 Усă куравçă: 0 |
|
Такмаксем - 18
| 29.08.2010, 10:05 |
Ҫаран хёррипе пыраҫҫё, Кӑвак чечек курмаҫҫӗ. Уссе ҫитсе яш пулаҫҫӗ, Хӗр ҫавӑрма пӗлмеҫҫӗ.
Мунча алӑк пӗчӗккӗ: Уҫса хупма пит лайӑх. Ман
савни те пӗчӗккӗ: Йӑтса ҫапма пит лайӑх.
Ах,
сад, виноград Халь тин чечеке ларать. Манӑн савни сӑпкара — Часах калаҫма пуҫлать.
Кукӑль сӑмси ҫиекен Кукӑль ҫиеп терӗ пуль. Ман савнипе
ҫӳрекен Савни тупрӑм терӗ пуль.
Мана савни каларӗ:
Урама ан тух терӗ,
Эпӗ хӗрпе тӑнӑ чух Пире кансӗрлен терĕ.
Мӑкла пуҫлӑ качаки Сӗтне памасть ни черта. Мана анне ҫамрӑк тесе Качча памасть ни черта.
Атӑпа та
пушмакпа Ҫӳллӗ пулас терён —и? Çын савнине
туртса илсе Пурнӑҫ тӑвас терӗн —и?
Атӑпа та
пушмакпа Ҫӳллӗ пулаймастӑн. Сын савнине
туртса илсе Пурнӑҫ тӑваймастӑн.
Балалайкӑн виҫӗ хёлёх, Пӗр хӗлӗхӗ татӑлнӑ. Манӑн савни ватӑлнӑ,
Малти шӑлӗ катӑлнӑ.
|
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
|
Миçе хут пăхнă: 601 | Уçланă: 0
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|