Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 145
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 2
Хăна: 2
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Такмаксем - 20
29.08.2010, 10:07
Манӑн савни шӑпана,
Кёрсе кайнӑ лавккана.
Канфет тесе ҫисе янӑ
Хуп —хура таракана.

Ҫӑмӑлрах та хӑвӑртрах
Пур ӗҫ пултӑр вӑхӑтра.
Алла тытнӑ ӗҫ ӑнсан
Ташлама та пит аван.

Сылтӑм, сылтӑм тееҫҫӗ,
Сулахая манаҫҫӗ.
Сарӑ, сарӑ тееҫҫӗ,
Хура хӗре манаҫҫӗ.

Ма пӑхатӑр мачча ҫине,
Мачча хура тетӗр — им?
Ма пӑхатӑр пирӗн ҫине,
Пултараймасть тетёр — им ?

Пӑхӑр, пӑхӑр мачча ҫине,
Пирӗн мачча хура мар.
Пӑхӑр, пӑхӑр пирӗн ҫине,
Эпир пӗртте кая мар.

Икӗ витре кӗпе ҫурӑм,
Пӗр витрийӗ йӑлт паттис.
Манӑн савни — гармонист,
Эпӗ хам та ҫур артист.

Ҫакӑ ёнтӗ ҫӗнӗ мода:
Кофта —юбка тӑхӑнма.
Халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ мода:
Каччӑ хыҫҫӑн хӗр чупма.

Эх, савниччӗ, савниччӗ,
Миллиметр ҫурӑччё.
Иксӗмӗр чей ёҫнӗ чух
Стакана кайса  вилчӗ.

Кала, кала, гармонист
Каланӑшӑн виҫӗ пус.
Ытла лайӑх каласан
Хушса парӑп тепӗр пус.
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 524 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 4.0/2
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024