Пирĕн статистика |
Халĕ кунта: 1 Хăна: 1 Усă куравçă: 0 |
|
Такмаксем - 24
| 30.08.2010, 22:04 |
Анкартине
сухан лартрӑм, Сухан пысӑк пуҫлӑ пулчӗ. Сухан сутса савни илтём, Савни
кӑвак куҫлӑ пулчӗ.
Ай,
астуман — астуман, Астумасӑр каларӑм. Астунӑ пулнӑ
пулсан Каламан та пулӑттӑм.
Эх,
чух, ҫамрӑк чух Качака пек каҫӑрччӗ. Халё ёнтё ватӑлтӑм, Кёвенте пек авӑнтӑм.
Виҫё метр
ситцӑ илтём — Мӑшӑр валли кёпелёх. Мӑшӑр мана
суйланӑ — Хӑйне
валли ёмёрлёх.
Ох,
ҫырми тарӑн — Сиксе каҫаймарӑм. Купӑсне хитре калать — Чӑтса тӑраймарӑм.
Юрлассӑм килет,
Ташлассӑм килет. Хампа пĕрле ташлакана Юратассӑм килет.
Ҫап —
ҫавра ҫут кӳлёре Шыв ҫаврӑнать —ши вара? Эпир кунта ташланӑшӑн Намӑс пулать—ши вара?
Шурӑ кёпе
аркине Вёҫтеререх парӑр — ха. Кураймансен
чёрине Ҫунтарарах парӑр —ха.
Вӑрман ҫулё такӑр мар,
Такӑрлатма кирлӗ мар. Пур ҫын кӑмӑлне кайма Вӑрманти cap кайӑк мар.
|
Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
|
Миçе хут пăхнă: 558 | Уçланă: 0
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|