Мӗн пӑхатӑр ман
ҫине ? Пӑхӑр
хӑлха ҫаккине. Ӑна савни илсе панӑ Амӑш пенси укҫипе.
Виҫ хут пиншак тӑхӑнаҫҫӗ, Пӗрне йӳле яраҫҫӗ. Иккӗ —
виҫҫё авланаҫҫӗ, Каччӑ тесе ҫӳреҫҫӗ.
Шур кӑмака хыҫӗнче Таракансем
чупаҫҫӗ. Манӑн савни хыҫӗнче Сучка хӗрсем чупаҫҫӗ.
Ничего,
ничего, Ничего паратпӑр. Ялта каччӑ тупмасан, Ют ялта тупатпӑр.
Мунчана, мунчана,
Шыв йӑтаҫҫӗ мунчана. Ҫакӑ ялӑн хӗрсене Сӗтӗреҫҫӗ мунчана.
Ҫӳлте ҫӑлтӑр пит
нумай — Чи
ҫутти те пӗрре ҫеҫ. Ялта каччӑ пит нумай — Чи юратни пӗрре ҫеҫ.
Садра, пахчара, Сарӑ кайӑк йӑвара. Ташлама та юрлама
Ирӗк памасть хуняма.
Лӑкӑш — лакӑш калушӗпе Лакӑштатса ан ҫӳрӗр. Пирӗн яла килтӗр пулсан
Якӑлтатса ан ҫӳрӗр.
Сада
кӗтӗм, сада кӗтём — Алӑра гитара ҫук. Савни ҫинчен ан калаҫӑр — Аякра вӑл, кунта ҫук.
|