Ах,
шӑм —шакки, Вун ҫич ҫулхи... Вилсен тӑпра пулмалла,
Унччен усӑ курмалла.
Пёр
пуспала икё пус Ҫёртре выртсан кирлё мар,
Ҫакӑ ялӑн каччисем Хыҫран чупсан кирлё мар.
Улмуҫҫине шӑвараҫҫӗ Улми
пулмасассӑн та. Хитре хёре юратаҫҫё Ӑсё пулмасассӑн та.
Ик пиҫиххи ан ҫыхӑр, Ик еннелле ан ярӑр. Ик каччӑпа ан ҫӳрёр.
Ик шухӑшлӑ ан пулӑр.
Атя, старик,
яра пар, Ярапине хама пар. Ташша тухрӑн пулсассӑн Ял—йыша эс ан култар.
Ма
кайрӑм —ши Макара? Каймаллаччё Сахара. Сахар
арӑм пулнӑ пулсан — Сиктеретчӗ сӑпкара.
Мён
пӑхатӑр ман сине? Пӑхӑр ман туфли сине. Ăна савни илсе паче Калым тунӑ укҫипе.
Тапочки,
тапочки, Ман урара — тапочки. Мана савни пӑрахсан
Юлать унӑн карточки.
Тарӑн варта
хур пусрӑм, Вӑрӑ тесе ан калӑр. Ташӑ пуҫласа ташларӑм, Шухӑ тесе ан калӑр.
|