Шӑппӑн —
шӑппӑн лармашкӑн Шӑпчӑк чӗппи мар эпир. Хӑйи —
хӑйми лармашкӑн Хӑюсӑр ҫын мар эпир.
Хоп —хоп —
хоп теҫҫӗ, Алӑ ҫупса тӑраҫҫё. Купӑсне каланӑ чух
Ҫапла ташша ҫапаҫҫӑ.
Хурӑн шурӑ ан тейӗр, Вӑл йывӑҫҫи ҫавнашкал. Япӑх ташлать ан тейёр,
Эпир хамӑр ҫавнашкал.
Шыв хёрринчи мунчине Хутса ярсан та юрать. Ытла
нумай ташларӑмӑр, Чарӑнсассӑн та юрать.
Ёнер кантӑк чӑнк! турӗ —
Ҫёмрёлчё пуль ку терём. Мана савни сиввӗн пӑхрё —
Сивёнчё пуль ку терём.
Кала,
кала, гармонист, Ыранчченех ташлар — ха. Ыранчченех ташлар — ха, Ывӑниччен савнар — ха.
Кала,
кала, гармонист, Мӗн ҫывӑрса ларатӑн? Ёнер хёрпе
ларнине Халь тёлёкре куратӑн?
Вун ҫиччёре качча кайрӑм, Вун саккӑрта ача турӑм. Ачи пулчё макракан,
Старик пулчё ватакан.
Атя
ташша яра пар, Кунта утӑ ҫулни мар. Кунта
утӑ ҫулни мар та Пилёк — ҫурӑм авни мар.
|