Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 145
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 2
Хăна: 2
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Тĕп страница » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Такмаксем - 33
30.08.2010, 23:47
Ман кӗсьере вак укҫа
Пурте аллӑ пуслисем.
Ҫакӑ ялӑн каччисем —
Пурте аллӑ ҫулхисем.

Савни килнӗ хуларан,
Пуплет манпа чун вартан.
Килни пёр эрне иртсен
Майри ҫитрё хыҫалтан.

Каяймарӑм пасара,
Илеймерём ҫут витре.
Сана курнӑ вӑхӑтра.
Пулаймарӑм эп хитре.

Кала, тусӑм, купӑсна,
Ан ҫухат эс ху ӑсна.
Ан лар текех ҫывӑрса,
Ял халӑхне култарса.

Чӑматанё чӑматанё
Кёпе чикме вырӑн ҫук.
Ют ялсенчен килсе тулчёҫ
Ташлама та вырӑн ҫук.

Ик алӑра ик ҫёрё
Хёстереҫҫӗ, мён тӑвас?
Икё ялта ик каччӑ
Астараҫҫӗ, мӗн тӑвас?

Ҫи, ҫи помидор -
Сан юратнӑ ҫимёҫӳ.
Ҫитмӗл ҫич хӗрпе ҫӳрен
Ӑҫта санӑн совеҫӳ?

Кантӑк умне кантӑр акрӑм,
Ҫерҫи сӑхса пётерчё.
Лӑпӑс лапӑс савни пурччё, -
Така тёксе вӗлерчё.

Категори: Чăваш такмакĕсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе хут пăхнă: 647 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024