Виçĕ пус, виçĕ пус,
Виçĕ виççĕ тăхăр пус.
Çакă ялăн ачисем
Тăххăрăшĕ виçĕ пус.
Мана савни юратать, Шур пĕремĕк çитерет. Çынсем курман кĕтесре Çапа-çапа вĕçтерет.
Çул хĕринчи пултăранăн Папки тухнă пулмалла Çакă ялăн ачисен Манки тухнă пулмалла. Çĕньял ăçта,Çĕньял ăçта? Çĕньял вăрман варринче. Çĕнĕ ялтан тухса кайсан, Çĕнĕ ял пек ял ăçта?
Кашта çинче ик сар тутăр, Парласа илсе юлăр! Çамрăк ĕмĕр иртет теççĕ, Выляса кулса юлăр!
Çăка çулçи çаврака Мĕн каласа çырнă-ши? Эпир кунтан кайсассăн Мĕн каласа юлĕç-ши?
|