Çӗмӗрт чечеке ларсассӑн
Вӑрман витӗр курӑнать,
Шурӑ кӗпе тӑхӑнсан
Уяв витӗр курӑнать.
Лап çеремре сар чечек
Кӗрсе татӑр, ачисем.
Сар чечек пек Уява
Кӗрсе юрлӑр, ачисем.
Кас суханне касмӑттӑм,
Çиес килни пӗтерет.
Ух, уявне тухмӑттӑм,
Тухас килни пӗтерет.
Чашкӑ-чашкӑ йӑвача
Касмасӑрах пулмасть вӑл,
Юрӑ пуçласа юрласси
Начар хӗртен пулмасть вӑл.
Уçӑм çинчи сыснана
Кашкӑр тытни илемлӗ.
Уява кӗмен хӗрсене
Арӑм туни илемлӗ.
Шыва ятӑм виçӗ çӗрӗ
Тутӑхмасӑр ан илӗр.
Эп(ир) çак ялтан каяс çук,
Ӑс кӗмесӗр ан илӗр.
Йӗс кӗлеллӗ аттӑрпа
Такӑрлатӑр урама.
Шӑнкӑрав пек сассӑрпа
Янрататӑр урама.
Шыв хӗррипе çӳресен те
Сулла шыва ямастӑп.
Ял варрипе çӳресен те
Эпӗ ята ямастӑп.
Сар саппуна сарса çых,
Пиçиххине уçса яр.
Хӑв савнине савӑнтар,
Курайманне хурлантар.
Тӑрӑсӑр мунча тӑррине
Вӗлтрен пусса çитернӗ.
Çакă ялӑн хӗрӗсене
Ыйхӑ пусса çитернӗ.
Чӑкӑр-чакӑр урапине
Тикӗтлемен тееççӗ.
Çакӑ ялӑн хӗрӗсене
Питне çуман тееççӗ.
Урам урлӑ каçнӑ чух
Чутах шуса ӳкеттӗм.
Çакă ялӑн хӗрӗсенчен
Чутах кулса вилеттӗм.
Манӑн кӗпе вун икӗ ан –
Чисти майра сарафан.
Çакă ялӑн ачисем –
Чисти хура шарлатан.
Сарӑ кайӑк чӗпписем
Хитре вӗçеççӗ вӗсем.
Чӑвашьелӗн хӗрӗсем
Хитре пулаççӗ вӗсем.
Çавӑнпа та юратуллӑ
Вӗсен савнӑ каччисем.
|