Ноябрĕн 8-мĕшĕнче районти халăх пултарулăх çуртĕнче Санкт-Петербургри паллă купăсçăн концерчĕ пулчĕ.
Игорь Шипкова пирĕн район çыннисенчен чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Унччен малтан та вăл районта пулса пултарулăхĕпе паллаштарнăччĕ.
Игорь Геннадий Заволокинăн чи лайăх вунă хут купăсçисенчен пĕри, чылай, вăл шутра тĕнчери, конкурссен лауреачĕ. Хут купăспа хăех вылять, хăех юрлать, куракансене сцена çине юрлама та, ташлама та, хут купăспа калама та кăларать. Хальхинче те чаплă музыкантăн концерчĕ аван иртрĕ. Программăра вырăс халăхĕн, лирикăлла юрăсем. Куракансем кашни номерех хытă алă çупса кĕтсе илчĕç. Артиста пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнче ăнăçу сунчĕç, татах килсе пултарулăхĕпе савăнтарма ыйтрĕç.