Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Главная » 2011 » Çурла » 27 » Янрарĕ хуткупăс!
20:12
Янрарĕ хуткупăс!
2011 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче, Лениногорск хулинче тĕлĕнмелле хитре уяв иртрĕ. Лениногорск тăвĕсем тăрăх купăс сасси ян! кайрĕ. Кунта Тутарстан Республикинчи Кама леш енчи чăвашсем, купăсçăсем пуçтарăннă. Тĕрлĕ районтан килнĕ ăстасем. Питĕ нумай çын Нурлат çĕрĕ çинчен, Аксу районĕнчен килсе çитнĕ. Павлăсем те маххă памарĕç. Кӳршĕ тăрăхран, Самар облаçĕнчен, купăсçисемпе ансамблĕсем те хаваспах хутшăнчĕç мероприятие. Уявĕ вара — Чулман Атăл леш енчи чăвашсен «Выля, хут купăс!» II фестивалĕ. Лениногорск хулин Культура керменĕ умĕнче çак кун питĕ шавлă пулчĕ. Купăсçăсем кермен умĕнче пуçтарăнса пурте пĕр харăс купăс каласа паркпа аллея тăрăх «Нефть» фонтан патнелле утрĕç. Фестивале Лениногорск хулин «Шурă хурăн» фольклор ансамблĕ хитре ташăпа уçрĕ. Илемлĕ мероприяти иртен пуçласа кăнтăрла иртиччен пычĕ. Пĕрремĕш вырăна Нурлат районĕнчи Киклĕпуç ялĕнче пурăнакан Василий Дмитриевич Абрамов выляса илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел ялĕнчен Аркадий Алексеевич Харитонов тухрĕ. Виççĕмĕш вырăна Самар облаçĕн ăсти Анатолий Васильевич Мрясова пачĕç. Мала тухнă купăсçăсене питĕ пысăк та хаклă парнесем пачĕç. Парне хуçи вара Константин Яковлев. Вăл пурне те ырлăх-сывлăх сунса, малашне те купăс сасси илемлĕн янăратăр терĕ. Çаплах сцена çине тухса Павлăра пурăнакан Виталий Козловпа Лениногорскинче пурăнакан Валери Туктар кăмăлĕсене кайнă артистсене хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Фестиваль Лениногорск хулинче иккĕмĕш çул иртрĕ ĕнтĕ. Çак хитре те кĕвĕ-çемĕ мероприятине пуçарса яраканĕ тата ирттерекенĕ Лениногорск районĕн ЧНКЦ председателĕ Ольга Орлова. Паллах, кунта район администрацийĕ пулăшмасăр та ĕç тухман. Ольга Александровна каланă тăрăх, вĕсем чăвашсемпе иртекен мероприятисене аяккинче хăвармаççĕ. Культура керменĕн ĕçченĕсем те тăрăшса чупкаларĕç. Чăваш Шешкел ялĕн активисчĕсем те питĕ тăрăшуллă. Чăваш мероприятийĕсене яланах вĕсем пĕрле ирттереççĕ.
Просмотров: 491 | Добавил: mixaj_58 | Теги: http://www.chuvash.org/news/1653.ht | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Çурла 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Пирĕн архив
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024