Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Главная » 2012 » Ака » 20 » “Хавала” — парне
20:03
“Хавала” — парне
Нумаях пулмасть ЧР культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствипе "Тульская гармонь” фабрика килĕшÿ тунă пулнă. Унпа килĕшÿллĕн аякри туссем Красноармейскинчи ял тăрăхĕсен хушшинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи купăсçăсен "Хавал” ансамблĕ валли ятарласа фабрика парнине — купăсне хатĕрленĕ.
Ăна ăсталама "Чăваш Енти ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пăхса хăварнă пулнă, çавна валли 52660 тенкĕ уйăрнă. 
Калама йывăр, паянхи кун культурăра пысăк пĕлтерĕшли мĕн пулса тăрать-ши: çĕнетсе улăштарни (модернизаци) е ырă йăла-йĕркесене сыхласа хăварни. Пĕри тепринпе çыхăннах пулĕ. Паллах, кăмăл уççи, ял пурнăçне анлăн, савăнăçлăн тата килĕшÿллĕн çырăнса юлнă музыка инструменчĕсенчен пĕри купăс пулса юлчĕ. Халĕ ял клубне е унти пĕр-пĕр савăнăçлă мероприятине, пирĕн ял кĕввисен управçисĕр — купăссăр — кураймастăн. Унсăр уяв та уяв мар. Уйрăмах Красноармейскинче — республикăри чи пысăк ялсенчен пĕринче. Пирĕн патра чылайранпа ĕнтĕ Хусанти Н. Г. Жиганов ячĕллĕ патшалăх консерваторине ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, купăсçăсен "Хавал” тата "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕсен ертÿçи Н. Никоноров ĕçлесе пурăнать. Шăпах Николай Михайлович ĕнтĕ ентешсене çак сасăллă музыка инструментне юратма вĕрентрĕ те. Çапла вара министерство заказĕ Трак ене çул тытрĕ.
Раççейри чи лайăх фабрикăсенчен пĕринче туса хатĕрленĕскер ытти çĕрте сайра тĕл пулать. Вăл икĕ ретлĕ, тăватă саслă, нумай тембрлă (сасă янăравлăхĕсен уйрăмлăхĕ пысăк). Купăс кăшкарне шурă та илемлĕ "перламутр” майлă целлулоидпа витнĕ. Çапла вара янăравлă купăс республика тата унăн тулашĕнче нацин халăх музыкине анлăн саракан "Хавал” ансамбльте хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупрĕ. Асăннă коллективăн анлă репертуарĕнче чăваш композиторĕсен произведенийĕсем, чăваш халăхĕн анлă сарăлнă юррисен кĕввисем... "Хавал” чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене малалла тăсаканĕ, чăваш наци музыкин культур
Просмотров: 553 | Добавил: mixaj_58 | Теги: Николай Никоноров | Рейтинг: 5.0/2
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
Пирĕн архив
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024