Мĕнех пултăр манăн мухтанмалли? Темех çук. Ыттисем пекех пурăнатпăр. Тивĕçлĕ канура пулнă май килти ĕçсемпех çырлахма тивет. Пушă вăхăтра, ак, ялти клуба хуткупăс калама çÿретĕп, _ çакнашкал калаçкаласа Элĕк районĕнчи Самушка ялĕнче пурăнакан Юрий Васильев мана пÿртне кĕме сĕнчĕ. Пăхатăн та ун çине тĕлĕнетĕн: кăмăлне ăçтан илнĕ-ши? Ют çын умĕнче малтанлăха хăйне именчĕклерех тытнăскер тĕплĕнрех паллашнă хыççăн çăмăлтараххăн калаçса кайрĕ, чĕлхи- çăварĕ япшарланчĕ. Утмăл урлă каçнăскерĕн каласа памалли те пурах ĕнтĕ. Пурăнатпăр çапла. Йывăрлăха чăтма хăнăхнă, темле пул сан та ялан пурнăç çинчен шухăшланă. Халĕ ачасемшĕн пу- рăнатпăр,_ терĕ чей лартса яма хатĕрленнĕ май. Вăйпитти вăхăтра Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçленĕ вăл. Мăшăрĕн те ĕç вырăнĕ хуларах пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан иккĕшĕ те хăтлă хваттертен уйрăлса Элĕк районĕ
... Читать дальше »