Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Главная » 2010 » Чÿк » 13 » Янра, хут купăс...
15:48
Янра, хут купăс...
Хут купăс… Унăн янăравлă сассине хăлхана чиксен, ах, тÿссе тăраймастăп эпĕ, ташша тухма та хатĕр. Ытахальтен мар тăр, кашни шăмат кунах, телеэкран умне вырнаçатăп. Маншăн уйрăмах "Играй, гармонь любимая” передача çывăх. Ăна хăй вăхăтĕнче пултаруллă хут купăсçă Геннадий Заволокин йĕркелесе пыратчĕ. Шел, вăл пирĕн хушăран вăхăтсăрах уйрăлса кайрĕ. Халь ку передачăна унăн хĕрĕ — Анастасия — йĕркелесе пырать, Раççейри мĕн пур нацири талантлă хут купăсçăсене халăх умне кăларать. 
Чăваш Енре те, çăл куç шывĕ евĕр, çав тери пултаруллă, ăста хут купăсçăсем пурри куç умĕнчех. Вĕсем, йăлана кĕнĕ тăрăх, час-часах чăваш телевиденийĕ урлă, экрансем çине тухаççĕ. "Выля, хут купăс” ятлă çак передача.
Акă, Елчĕк тăрăхĕн чăвашне Виталий Адюков хут купăсçăнах илер-ха. Хăех сăвăç, юрăç вăл. Чылай-чылай юрри-кĕввипе халăха савăнтарать. Юлашки çулсенче сцена çинче Вячеслав Христофоров ячĕ палăрчĕ. Хут купăс ăсти, чăннипех те. Унăн чун-чĕрене тыткăнлакан юрри "Парне” ятлă.
…Мĕскер парнелем-ши, тăванăм, сана, 
Мĕн илсе парам-ши çуралнă куна… 
шăрантарать юрăç хут купăс сассипе. Программи те пуян, сасси те уçă юрăçăн. Мĕн калăн, чăннипех хут купăс ытамĕнче çав тери çĕкленÿллĕ янăрать юрă.
Тăван Кушкă ене таврăнам-ха. Манăн малтанхи сăмахăм — Никандр Ефимов çинчен. Ентешĕмĕр туй-шыльăксенче, çынсен çуралнă кунĕсемпе юбилейĕсенче алла хут купăс тытнă. Ял халăхне ытти уявсенче юрлаттарнă, ташлаттарнă. Тĕрĕссипе, хăть хăçан та чунри çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа тăпăртатса кăна тăнă.
Никандр Ефимовичăн ывăлĕсем те, улми улмуççинчен аякка ÿкмест тенешкел, хут купăспа çывăхланнă. Акă, Генăпа Веня та хут купăспа ăста выляççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Шупашкарта пурăнаççĕ. Никандр Ефимовичăн ывăлĕсен тĕрлĕрен конкурссенче тупăшасси те йăлана кĕнĕ. Тупăшу, паллах, çитĕнÿсĕрех пулмасть.
Ял-йышра Павел Ефимов та ырă ят хăварнă. Вăл Кушкăри çичĕ çул вĕренмелли шкулта физкультурăпа вĕрентнĕ. Хăйĕн хут купăсĕпе туй-шыльăксенче сиктернĕ, каçсенче халăха савăнтарнă. Халь пирĕн хушăра çук ĕнтĕ Павел Ефимович.
Унăн ывăлĕсем — Веньăпа Витя — ашшĕ пекех, хут купăс туртаççĕ.
Валерий Ефимов та хут купăспа çынсене тыткăнланă. Геннадий Романов хут купăс ăсти те асăмрах. Вăл манăн пичче пулнă. Ăна час-часах туйсене йыхравлатчĕç. Пичче, хул хушшине хут купăс хĕстерсе урама тухсан, пĕтĕм ял çамрăкĕ вăййа тухатчĕ. Эх, пуçланатчĕ юрă, ташă вара… Пĕри те тепри, ăмăртмаллах тейĕн, урисемпе кĕрслеттерсех тăпăртататчĕç. Ял çийĕн каç сĕмĕпе шăнкăр-шăнкăр юрă юхатчĕ.
Кушкăра Зиновийпе Валерий Моркияновсем, Алексей Иванов, Мефодий Степанов, Александр Фомин, Гена Никитин тата Рембрант Петров хут купăс тăснă. Ах, пурин те кун-çулĕ кĕске пулчĕ çав. Вил тăприсем çăмăл пулччăр тесшĕн эпĕ.
Хальхи вăхăтра Кушкăра хут купăс тусĕсем пур-и-ха? Хама тÿрех çакнашкал ыйту паратăп эпĕ. Пур. Анчах та Геннадий Степанов, Анатолий Юдин, Вадим Андреев — пурте хулара кил-çурт çавăрнă.
Хамăр ялпа кÿршĕллĕ Анатри Типçырмана çитсе тухар-ха. Хут купăсçăсен йышĕнче Алексей Степановпа Анатолий Иванов пуррине палăртмалла кунта. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă Леонтий Семенов вĕрентекен-сăвăç та, халь пирĕн йышра çук ĕнтĕ, тĕрлĕрен мероприятисенче хут купăспа илĕртнĕ.
Тури Типçырмара çуралнă Константин Павлович Архипов республикипе паллă композитор. Ентешĕмĕрĕн "Ан хумхан, çăкалăх” юррине паян та ватти-вĕттипех шăрантараççĕ. Ватăлмасть юрă, ĕмĕр-ĕмĕр пурăнать. Сăмах май, Константин Павлович юрă-кĕвĕ ытамне хут купăсран сукмак хывнă.
Юрий Семенов Шупашкарти троллейбус деповĕнче хор йĕркелесе янă. Çав ушкăна вуншар-вуншар çын çÿренĕ, пушă вăхăта усăллă ирттернĕ.
Пăрăнтăкра пурăннă Василий Гордеев та аса килчĕ. Ялти клуба çул такăрлатчĕ, концертсене хутшăнатчĕ, туйсемпе ярмаркăсенче хут купăса,тар тăксах, тăсатчĕ. Хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе ялти Славик Иванов хут купăсçă палăрать.
Анаткасри Валерий Николаев клуб заведующийĕ, Михаил Александров — хут купăсçăсем. Мăн Шетмĕре те Владислав Александровпа Валерий Егоров, Дворикри Александр Ефремов алран çак инструмента ямаççĕ. Кăлавасем халĕ те Семен Романова манмаççĕ. Вăл Мăн Шетмĕ ярмаркинче хут купăс çеммипе карусель çавăрттарнă. Халь ялта пĕр хут купăсçă пур. Валерий Михайлов вĕрентекене кашниех аван пĕлет.
Манăн тата Тватпÿртре çуралса, ку тăрăхпа ачалăхпа çамрăклăха çыхăнтарнă, халь Красноармейскинче пурăнакан Николай Филимонович Филимонова та ăш пиллĕн сума сăвассăм килет. Çав тери пултаруллă, талантлă çын вăл. Мĕн чухлĕ юрă-кĕвĕ хывмарĕ пуль ку таранччен? Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул пултăрччĕ ăна.
Трак тăрăхĕнче чуна парса ĕçлекен, халăхăн пушă вăхăчĕпе канăвĕшĕн çине тăракан хут купăсçăсене те ят-хушаматпах асăнассăм килет. Вĕсенчен пĕри — Яманак каччи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Алексеев юрăç - баянист. Хут купăсçă та. Тепри — Çĕньял Чуракасси хастарĕ — районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, баянист-композитор, хут купăсçă Николай Никоноров.
Виççĕмĕшĕ — райхаçат редакцийĕн журналисчĕ Георгий Ефимов тесе калассăм килет манăн. Тусли хушма ятпа çырать ĕçтешĕмĕр. Унпа пĕрлех хут купăспа та вылять.
Çак пархатарлă йышра Çĕньял Упире çуралса ÿснĕ Юрий Романова, Тусайри Ардальон Алексеева, Анат Кушарти Владимир Грачева, Çĕнĕ Йĕкĕтри Лида Алексеевана, Красноармейскинчи Николай Дмитриевпа Владимир Ильина, Çеçмерти Гена Яковлева тата Кĕçĕн Шетмĕри Вячеслав Яковлева тата ыттисене те куратăп, вĕсене пурнăçра ырлăх-сывлăх тата творчествăлла пултарулăхра ăнăçусем сунатăп.
Çынра талант пурри вăл — йăх-несĕл пуянлăхĕ. Уншăн куллен ĕçлесси, çăл куç таппи евĕр тапса тăракан пултарулăха аталантарасси пĕтĕмпех хамăр çине тăнинчен, ыранхи кунпа пурăннинчен, куллен шыравра пулнинчен килет те. Вулакана сăмах май çакна аса илтерем-ха эпĕ. Чăваш телевиденийĕ 2007 çулхи çĕртме уйăхĕн (июнĕн ) 26—27-мĕшĕсенче Трак енте ятарласа "Выля, хут купăс” черетлĕ кăларăм хатĕрлерĕ. Çав ятпа пирĕн тăрăха Александр Васильев тележурналистпа пĕр оператор килчĕç. Чылай хут купăсçăсем хутшăнчĕç çав уява, район чапĕпе чысне хÿтĕлерĕç.
Ырă йăла-йĕркене яланах анлă çул пултăрччĕ. Ман шутпа, йăлкăшакан вучаха сÿнтерме парас марччĕ. Çывăх вăхăтрах тен, районти халăх пултарулăх çуртĕнче е ытти çĕрте тепĕр хут, хăть пĕчĕк ушкăнпа та пулин, кăмăл тăвакансене хутшăнтарса, "Выля, хут купăс” фестиваль ирттересчĕ. Апла пулсан районти кашни ялта ватă е вĕтĕ вăл хут купăсçăсене шыраса тупасчĕ, вĕсене хамăр тавра явăçтарасчĕ.

И. Степанов, Кушкă ялĕ, 27.01.2009
Просмотров: 1880 | Добавил: mixaj_58 | Теги: Хут купăс, Гармонь | Рейтинг: 4.5/2
Всего комментариев: 3
3 Виталий Кирюшин  
0
мана чăваш такмакĕ кирлĕ.Унта çакăн пек сăмахсем пкр Тăван киле нихçан- та манас çук.

2 KamnKefs  
0
ебля мужика женщиной сайты с порно видео беслатно александра харитонова секс фото порнозвезды джина линн каштанка ру порно онлайн смотреть фото сексуальной марии кожевниковой бесплатное фото русское порно видеопособие орального секса онлайн просмотр бесплатных порно видео ролликов онлай игры порно бесплатно играть сосать женские пальчики порно ангел секса сектор газа порно фото и видео участников дом 2 ольга ересько писька флизелиновая за съёмные квартиры расчитываются сексом камасутра на каждый день.

1 NesyIssuent  
0
почерпнул много нового

Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Пирĕн архив
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024