Сайт тытăмĕ
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 143
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Главная » 2010 » Чÿк » 13
Çĕнĕ çул умĕнхи пĕр тĕттĕм каç урамри чÿречерен такам хыттăн шаккарĕ: «Ма питĕрĕнсе ларан, уç!» Урам урлă пурăнакан Ванюш иккен. Ун патне Канашран хăнасем килнĕ те, манран купăс ыйтать. «Парса яр, тархасшăн, тупата Турăшăн, тĕрĕс-тĕкелех тавăрса парăп», – ман умра чĕркуçленсе тăмах хатĕр кÿршĕ арçынни. «Арăма тата купăса çынна памаççĕ», – тенĕрен чылай вăхăт иккĕленсе тăтăм. «Кам калать вара купăспа, эс ху ку енĕпе ăстах мар-çке», – тетĕп. «Пирĕн пата хăнана килнĕ Нинук питĕ илемлĕ шăрантарать, – терĕ Ванюш, – пырса кур, ун çинчен хаçатра та çырса кăларăн-ха. Шăпи питĕ йывăр пулнă унăн, вăл сĕм суккăр хĕрарăм». Çапла, хамăн кÿршĕ урлă паллашрăм эпĕ Канашри Ирĕклĕх урамĕнчи пĕр пысăк çуртра пурăнакан Белова Нина Ивановнапа. 
Илемлĕ кĕвĕсене пленка çине çырса илес шутпа Нина хваттерне магнитофон та илсе кайрăм. Хваттерне кĕнĕ-кĕмен вăл Пĕрш ... Читать дальше »
Просмотров: 787 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 13.11.2010 | Комментарии (0)

Хут купăс… Унăн янăравлă сассине хăлхана чиксен, ах, тÿссе тăраймастăп эпĕ, ташша тухма та хатĕр. Ытахальтен мар тăр, кашни шăмат кунах, телеэкран умне вырнаçатăп. Маншăн уйрăмах "Играй, гармонь любимая” передача çывăх. Ăна хăй вăхăтĕнче пултаруллă хут купăсçă Геннадий Заволокин йĕркелесе пыратчĕ. Шел, вăл пирĕн хушăран вăхăтсăрах уйрăлса кайрĕ. Халь ку передачăна унăн хĕрĕ — Анастасия — йĕркелесе пырать, Раççейри мĕн пур нацири талантлă хут купăсçăсене халăх умне кăларать. 
Чăваш Енре те, çăл куç шывĕ евĕр, çав тери пултаруллă, ăста хут купăсçăсем пурри куç умĕнчех. Вĕсем, йăлана кĕнĕ тăрăх, час-часах чăваш телевиденийĕ урлă, экрансем çине тухаççĕ. "Выля, хут купăс” ятлă çак передача.
Акă, Елчĕк тăрăхĕн чăвашне Виталий Адюков хут купăсçăнах илер-ха. Хăех сăвăç, юрăç вăл. Чылай-чылай юрри-кĕввипе халăха савăнтарать. Юла ... Читать дальше »
Просмотров: 1880 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 13.11.2010 | Комментарии (3)

Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Пирĕн архив
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024