Гармонист, кала кармунна,
Кала-ха веселыйрах.
Эс каланă кĕвĕпелен,
Ташлама çăмăлтарах.
Çак такмака каласа ярас килет ман алла купăс тытнă Екатерина Туктамышевăна курсан. Ăста купăсçă Екатерина Элмет районĕнчи Клемтел ялĕнче пурăнать. Хăй пурнăçне вăл пĕтĕмпех музыкăпа çыхăнтарнă. Клемтел ялĕн Культура çуртĕнче ĕçлесе, ансамбльсем ертсе пырса – районта та паллă çын.
Екатерина питĕ тăрăшуллă, çынсене хавхалантарма пĕлет. Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр чарăнмасть. Кирек мĕнле мероприятире те, конкурса та унăн ансамблĕсем хутшăнаççĕ. Ансамблĕсем çеç мар, хăй те яланах хитре юрласа итлекенсене тĕлĕнтерет. Темиçе çул хушши вĕсем лауреатсем пулса дипломсем илеççĕ. Катя каланă тăрăх, пĕлтĕр «Асамат» ачасен ушкăнĕ халăх ансамблĕ ятне илнĕ. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Манпа çаплах Элмет районĕн чăвашсен наципе культура центрĕн ертӳçи Инна Альмукова та килĕшет. Инна Ивановна Екатерина Туктамышевăна питĕ хис
... Читать дальше »