Пирĕн статистика |
Халĕ кунта: 1 Хăна: 1 Усă куравçă: 0 |
|
Категорире пурĕ миçе материал: 48 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 21-30 |
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 » |
Сортировать по:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Загрузкам ·
Просмотрам
Анне, пӑх —ха чӳречерен: Роза чечек ҫурӑлать. Анне, ан пӑх чӳречерен: Мана савни чуп тӑвать.
Пурҫӑн тутӑр пурччӗ ман, Качча кайма тенӗскер. Савнӑ тусӑм пурччӗ ман, Ҫынран туртса илнӗскер.
Хитре чечек ҫыххинче Сар чечек те пулнӑ пуль. Савни, пирӗн хушӑра Хирӗҫӳ те пулнӑ пуль.
Кӗрен чечек татмасан — Эп вӑрмана каяс ҫук. Савни вӑййа тухмасан — Эп те вӑййа тухас ҫук.
Мӗнле — ха вӑл кӑвакал Пур шыва та юратать? Мӗнле — ха вӑл cap каччӑ Пур хӗре те юратать?
Тракторе суха тӑвать, Сеялки акса пырать. Ватта кайнӑ каччӑсен Мӑк сухал шӑтса пырать.
Чӳречене сӑрлар —и? Сӑрӗ юхса татар—и? Ҫӗнӗ савни тупар — и? Кивви пӑхса татар —и?
Манӑн савни аякра Сысна кётсе ҫӳреп тет. Сысна кӗтнӗ укҫипе Мана качча илеп тет.
Хуласенчен ялсене Автобуссем ҫӳреҫҫӗ. Хальхи яшсем юратса мар, Йӗкӗлтешсе ҫӳреҫҫӗ.
|
Урам тулли шыв юхать, — Алла ҫума юрамасть. Харпӑр хӑйӗн хӗрё пур — Ҫынна ҫиме юрамасть.
Сурӑх сасси илтёнет — Кётӳ кёрет пулмалла. Хыҫра такам калаҫать — Мана тиркет пулмалла.
Пӳрт ҫумӗпе шыв юхать, Алӑ ҫума юрать —и? Хамӑр ҫинчен пёлмесен Ҫынна ҫиме юрать —и?
Ирёк парӑр — ха мана Чӑваш ташши ташлама. Эпӗ пёччен вӑтанатӑп, Хирёҫ тухӑр ташлама.
Тантӑшӑм, эс ан вӑтан Ҫакӑн чухлё пёвӳпе. Вӑтанакан ыр курмасть Ҫакӑ ҫутӑ тёнчере.
Пирён атте пахчинче Кишёр, ҫарӑк, купӑста... Тӑсса яр — ха гармонист Шур тӳмеллӗ купӑсна.
Хӑлтӑр—халтӑр урапи Автобусран кая мар. Эпир кунта ташларӑмӑр Артистсенчен кая мар.
Кӳл хёрринче — хёр ача, Унӑн кёпи улача. Купӑс калакансене Кантармалла пуль, ача.
Эп ташлама тухсассӑн Сар кайӑк та вӑтанать. Турат ҫинчен вӗҫсе анса Ҫулҫӑ айне пытанать.
Кӑмакари шарккуне Ҫиекенӗ никам ҫук. Эпир ташша тухмасан Ташлаканё никам ҫук.
|
Анкартине сухан лартрӑм, Сухан пысӑк пуҫлӑ пулчӗ. Сухан сутса савни илтём, Савни кӑвак куҫлӑ пулчӗ.
Ай, астуман — астуман, Астумасӑр каларӑм. Астунӑ пулнӑ пулсан Каламан та пулӑттӑм.
Эх, чух, ҫамрӑк чух Качака пек каҫӑрччӗ. Халё ёнтё ватӑлтӑм, Кёвенте пек авӑнтӑм.
Виҫё метр ситцӑ илтём — Мӑшӑр валли кёпелёх. Мӑшӑр мана суйланӑ — Хӑйне валли ёмёрлёх.
Ох, ҫырми тарӑн — Сиксе каҫаймарӑм. Купӑсне хитре калать — Чӑтса тӑраймарӑм.
Юрлассӑм килет, Ташлассӑм килет. Хампа пĕрле ташлакана Юратассӑм килет.
Ҫап — ҫавра ҫут кӳлёре Шыв ҫаврӑнать —ши вара? Эпир кунта ташланӑшӑн Намӑс пулать—ши вара?
Шурӑ кёпе аркине Вёҫтеререх парӑр — ха. Кураймансен чёрине Ҫунтарарах парӑр —ха.
Вӑрман ҫулё такӑр мар, Такӑрлатма кирлӗ мар. Пур ҫын кӑмӑлне кайма Вӑрманти cap кайӑк мар.
|
Юрататӑп, юрататӑп, Юрататӑп тетчӗ вӑл. Кинона кёрт — ха тесен,
Пӗр пус ҫитмест тетчӗ вӑл.
Лапша
— макарон Сётпе пёҫеретпёр. Качча кайсан хунямана
Юрама пёлетпӗр.
Ани
— ани кукуруз, Ӑна вырать пӗр вырӑс. Савни мана аса илсен Туртса ярать пӗр пирус.
Савни чӳречи уҫӑ: Амӑш савнине
ятлать. Виҫ сӑмахне илтсе юлтӑм: Мана пӑрахма хушать.
Велосипед,
велосипед Такӑр ҫула юратать. Велосипед ҫинчи ачи Мана кӑна юратать.
Анне
те вӑрҫать мана, Атте те вӑрҫать мана. Вёсем вӑрҫни ним те мар - Савни юратать мана.
Ёнине
те сумалла, Кёпине те ҫумалла... Алӑк умне
савни килнё, Ун патне те тухмалла.
Айта,
тусӑм, яра пар, Ярапине хама пар. Ытах мана
савмасан, Кама саван, ҫавна пар.
Гармониста
юратма Тур ан хуштӑрах мана: Ҫумӑр витёр урама Илсе тухать ташлама.
Утатӑп та
чупатӑп, Ҫавӑрӑнса пӑхатӑп. Намӑс мар — и
— ха, савни: Киле пёччен каятӑп. |
Савни, сана юратса Пӗр — ик сӑмах калас — и ? Мана пӑрахса кайнӑшӑн Пӗрре ҫупса ярас —и?
Ҫитет пулӗ ташласа, Ҫитет пулӗ юрласа: Намӑса пӗлес пулать, Купӑсҫа шеллес пулать.
Ташши, ташши, Салакайӑк ташши. Салакайӑк ташши мар, Ҫак ял хӗрсен ташши.
Акӑш тытассӑм килет, Тӗкне татассӑм килет. Ялӗ пӗчӗк, каччи сахал, Тухса тарассӑм килет.
Кӗпер айӗнчи вӗлтренӗ Ҫумӑр кӗтсе ватӑлнӑ. Ҫакӑ ялӑн ачисем Хӗр тиркесе ватӑлнӑ.
Авкаланса, хуҫкаланса Юраймарӑм савнине. Савни кӑмӑлне кайма Ҫуратман мана анне.
Ҫакӑ ялӑн каччисем Самолетпа вӗҫеҫҫӗ. Эрех пички тӗл пулсан Парашютсӑр сикеҫҫӗ.
Унталла пӑхап — стена, Кунталла пӑхап — стена, Ҫӳлелле пӑхап — мачча, Никам та илмест качча.
Унталла пӑхсан та ҫук, Кунталла пӑхсан та ҫук. Иртсе кайнӑ ҫамрӑк ӗмӗр Выртса макӑрсан та ҫук.
|
Манӑн савни — шӑпана, Кёрсе кайнӑ лавккана. Канфет тесе ҫисе янӑ Хуп —хура таракана.
Ҫӑмӑлрах та хӑвӑртрах Пур ӗҫ пултӑр вӑхӑтра. Алла тытнӑ ӗҫ ӑнсан — Ташлама та пит аван.
Сылтӑм, сылтӑм тееҫҫӗ, Сулахая манаҫҫӗ. Сарӑ, сарӑ тееҫҫӗ, Хура хӗре манаҫҫӗ.
Ма пӑхатӑр мачча ҫине, Мачча хура тетӗр — им? Ма пӑхатӑр пирӗн ҫине, Пултараймасть тетёр — им ?
Пӑхӑр, пӑхӑр мачча ҫине, Пирӗн мачча хура мар. Пӑхӑр, пӑхӑр пирӗн ҫине, Эпир пӗртте кая мар.
Икӗ витре кӗпе ҫурӑм, Пӗр витрийӗ — йӑлт паттис. Манӑн савни — гармонист, Эпӗ хам та ҫур артист.
Ҫакӑ ёнтӗ ҫӗнӗ мода: Кофта —юбка тӑхӑнма. Халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ мода: Каччӑ хыҫҫӑн хӗр чупма.
Эх, савниччӗ, савниччӗ, Миллиметр ҫурӑччё. Иксӗмӗр чей ёҫнӗ чух Стакана кайса вилчӗ.
Кала, кала, гармонист Каланӑшӑн виҫӗ пус. Ытла лайӑх каласан Хушса парӑп тепӗр пус.
|
Туфлийӗ хура теҫҫӗ, Хӑйсем хуратаҫҫё те. Манӑн савни
япӑх теҫҫӗ, Хӑйсем юратмаҫҫӗ те.
Мана
савни тиркерӗ, Пӗчёккё, хура терӗ. Кайса туптӑр саррине — Мунчала ланчашкине.
Ян ятлӑр пире,
Ан хурлӑр пире. Эпир кунти ҫынсем мар, Палламастӑр пире.
Ташлассӑм килет, Урасем шумаҫҫӗ. Йӗри — тавра хура халӑх
Тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ.
Авӑнать, авӑнать, Урай хӑми авӑнать. Савни юнашар пулсан Манӑн
чунӑм савӑнать.
Тӑпӑр — тӑпӑр тӑвар —и? Урай кашти хуҫар— и? Эпир тепре килнӗ
ҫӗре Ҫёнё туса хуччӑр —и?
Манӑн савни ҫакӑнта Чышкӑ юнаса ларать. Ҫавӑнпа та манӑн сассӑм
Чӗтренсе кӑна тухать.
Хёрлё кӗпе ҫӗлерӗм Уяв кунне ҫӳреме. Ҫинҫе пӗве ӳстертӗм Ҫак ташӑра
ҫӗнтерме.
Пӗрре, иккӗ, виҫҫё, тӑваттă. Урӑх шутламастӑп.
Алӑ ҫупса лармасан Урӑх ташламастӑп |
Ҫаран хёррипе пыраҫҫё, Кӑвак чечек курмаҫҫӗ. Уссе ҫитсе яш пулаҫҫӗ, Хӗр ҫавӑрма пӗлмеҫҫӗ.
Мунча алӑк пӗчӗккӗ: Уҫса хупма пит лайӑх. Ман савни те пӗчӗккӗ: Йӑтса ҫапма пит лайӑх.
Ах, сад, виноград Халь тин чечеке ларать. Манӑн савни сӑпкара — Часах калаҫма пуҫлать.
Кукӑль сӑмси ҫиекен Кукӑль ҫиеп терӗ пуль. Ман савнипе ҫӳрекен Савни тупрӑм терӗ пуль.
Мана савни каларӗ: Урама ан тух терӗ, Эпӗ хӗрпе тӑнӑ чух Пире кансӗрлен терĕ.
Мӑкла пуҫлӑ качаки Сӗтне памасть ни черта. Мана анне ҫамрӑк тесе Качча памасть ни черта.
Атӑпа та пушмакпа Ҫӳллӗ пулас терён —и? Çын савнине туртса илсе Пурнӑҫ тӑвас терӗн —и?
Атӑпа та пушмакпа Ҫӳллӗ пулаймастӑн. Сын савнине туртса илсе Пурнӑҫ тӑваймастӑн.
Балалайкӑн виҫӗ хёлёх, Пӗр хӗлӗхӗ татӑлнӑ. Манӑн савни ватӑлнӑ, Малти шӑлӗ катӑлнӑ.
|
Уй варринчи юманне Мӑн туратран паллатпӑр. Ҫакӑ ялӑн каччисене Мӑн сӑмсаран паллатпӑр.
Сӗтел ҫинче витре, Ун хӑлӑпӗ хитре. Эпир хитре ташламасан, Эсир ташлӑр хитре.
Савни кайрё салтака Икӗ ҫул служить тума. Икӗ ҫул вӑл ик кун мар — Кӗтсе ларма ухмах мар.
Ҫул хёрринчи кӳллине Шапа лӗкки ҫыпӑҫнӑ. Ҫакӑ ялӑн каччисене Сысна пыйти ҫыпӑҫнӑ.
Витре кайрӗ Атӑла, — Тутӑхмасӑр тухас ҫук. Савни кайрӗ салтака, — Авланмасӑр килес ҫук.
Ҫӳлте самолет вӗҫет, Шывра пӑрахут ишет. Мӗн тӑвас — ха ҫын савнипе? Хамӑн салтакран килет.
Савни кайрӗ салтака, Тӑтӑм юлтӑм пӗр —пӗччен. Никампа та ҫӳремен Савни ҫартан киличчен.
Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ, Миҫе кӗвӗ пёлен эс? Миҫе кӗвӗ пӗлен эс? Миҫе хӗрпе ҫӳрен эс?
Эп савнине шутласаччӗ Ҫамрӑк каччӑ пуль тесе. Ачи чупать хыҫалтан: "Атте, ан кай —ха", — тесе.
|
|
|
|