Пирĕн статистика |
Халĕ кунта: 1 Хăна: 1 Усă куравçă: 0 |
|
Категорире пурĕ миçе материал: 48 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 31-40 |
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 » |
Сортировать по:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Загрузкам ·
Просмотрам
Вӑрманалла кӗрсе кайрӗҫ Йӗнерленӗ учӗсем. Ман чӗрене ҫунтараҫҫӗ Сыв пул! тенӗ сӑмахсем.
Трактор килет те каять, Ҫула пӑсса хӑварать. Савни килет те каять, Хурлантарса хӑварать.
Улма сутакан та пур, Улма илекен те пур. Ан кулянӑр, ват хӗрсем, Сире илекен те пур.
Хуп касрӑм, сӑпка турăм Кин ачине сиктерме. Ачи пулсан, пулмасан та Кинне хӑйне сиктерме.
Шурӑ мунча хутса ятӑм — Тётӗм явӑнса тухать. Ҫӗнӗ савни тупса ятӑм — Кивви макӑрса ҫӳрет.
Йӑмра, йӑмра, йӑмратеҫҫӗ, Йӑмра ҫирӗп йывӑҫ мар. Савни, савни, савнитеҫҫӗ. Савни турӑ ҫырни мар.
Ҫӳлте вӗҫет cap кайӑк Чисти ҫӳлти ҫӑлтӑр пек. Ҫакӑ ялӑн каччисем Чисти хуртлӑ кӑмпа пек.
Ҫӳллӗ — ҫӳллӗ ту ҫине Ma пӗчченех хӑпарас? Хам савнине ҫынна парса Ҫынна ма савӑнтарас?
Ҫакӑ ялӑн каччисене Тёп сакайне хупмалла. Ытла выҫса вилесрен Ыраш улӑм памалла.
|
Пирӗн ҫырма ним
те мар — Кӗпер
хур та каҫса кай. Ҫакӑ ялӑн каччисене —
Лач! лач! сур та иртсе кай.
Сӗтел ҫинче виҫ улма — Пӗрне манӑн ҫимелле. Ҫак карчӑкӑн виҫ ывӑл —
Пӗрне манӑн каймалла.
Сӗтел ҫинче мӗн ларать? Турилккепе пыл ларать. Ман
савнипе кам ларать? Катӑк шӑллӑ хӗр ларать.
Сӑрт хӗррипе ан утӑр —
Пушмак кӗлли чалӑшать. Ман савнипе ан ҫӳрёр — Янах шӑмми
чалӑшать.
Ma пӑхатӑр ҫырмана?
Кукӑр йӑмра курман —и? Ма пӑхатӑр пирӑн
ҫине? Пиртен ухмах курман — и?
Манӑн тутӑр ҫук теҫҫӗ, Арчарине пӗлмеҫҫӗ. Манӑн савни ҫук теҫҫӗ,
Салтакрине пӗлмеҫҫӗ.
Пӳртпе сарай
хушшинче Чӗкеҫ вӗҫсе ҫӳретӗр. Савни, пирӗн хушӑра
Ҫыру вӗҫсе ҫӳретӗр.
Манӑн савни виҫҫӗ. Шутласа парам — и? Шӑпана,
сатана, Виҫҫӗмӗшӗ — тӑнкама.
|
Акӑ ӗнтӗ, пӑх ӗнтӗ, Калама та ҫук ӗнтё. Алли — ури хӗрсе кайрӗ — Чарӑнма та ҫук ёнтӗ.
Ах тес, мӗн тӑвас? Киле кайсан мӗн калас? Юрланине каласан та, Ташланине каламас.
Ах, савни, сатана, Кураймастӑп эп сана. Тислӗк ҫинчи кӑмпа пулсан, Тапса ывтӑттӑм сана.
Юрататӑп, юрататӑп, Юрататӑп тетчӗ вӑл. Асатса яр — ха тесессӗн — Хам та хӑрап тетчӗ в&л.
Карта ҫумри куршанаке— Ҫумӑр кӗтсех ватӑлчӗ. Ҫакӑ ялӑн каччисем Хӗр суйласах ватӑлчӗҫ.
Кукӑль пиҫсе тухиччен Пашалу та юрӗ — ха. Хамӑн савни киличчен Ҫын савни те юрӗ — ха.
Кӗрлесе вӑрман ҫунать, Кӗлӗ ҫӗре тӑкӑнать. Сарӑ хӗрӗн ӗмӗрӗ Чечек пулса тӑкӑнать.
Пӳрт умӗнче решетке, Аллӑрсенче перчетке. Ан мухтанӑр ытлашши — Сирӗн пекки теҫетке.
Пурҫӑн тутӑр ҫумашкӑн Тӑрна куҫ пек шыв кирлӗ. Чун — чӗререн савмашкӑн Ялти ятлӑ яш кирлӗ.
|
Шăтăр—шӑтӑр тутараҫҫӗ, Мӑйӑр ҫиеҫ пулмалла. Пӑшӑл —пӑшӑл тутараҫҫӗ, Пире ҫиеҫ пулмалла.
Эх, машини — "Жигули" Ҫитсе килчӗ хуларан. Ун шоферӗ ман савни, Тек ҫӳретмӗ — ха ҫуран.
Сакки шурӑ пулсассӑн, Урай хури ним те мар. Хамӑр чипер пулсассӑн, Ҫын сӑмаххи ним те мар.
Кала, тусӑм, купӑсна, Эпир ташша пит ӑста. Юрламасан, ташламасан, Пире халӗ намӑс та.
Ташласан — ташланӑ пек, Юрласан — юрланӑ пек. Ташламасан — юрламасан Хама мӑнна хунӑ пек.
Ах чух пулам — и ? Яш чух пулам —и? Хӗрӗх ҫулхи кӗлеткине Ак ҫапла авам — и ?
Хӗрлӗ тутӑр паттис мар, Паттисран та кая мар. Эпир кунта артист мар, Артистран та кая мар.
Атти ҫутӑ, атти ҫутӑ, Ҫутӑлтарать урайне. Савни сарӑ, куҫё кӑвак, Ҫав ҫунтарать чӗрене.
Ах. юрату, юрату, Пулать иккен терлӗрен. Пӗр каҫхине хам куртӑм - Савни тухать кӳршӗрен.
|
Анаталла,
тӑвалла Каччӑсем утаҫҫӗ. Йӗм пӗҫҫине тавӑрса Сӑмсине
шӑлаҫҫӗ.
Кала
—кала, купӑсҫӑ, Ахаль тумӑп эп сана. Качча
кайса ача тусан Кума тӑвӑп эп сана.
Алӑк айён ҫӳреме Сысна ҫури мар вӗт эп. Ирех выртса ҫывӑрма Пӗр
савнисӗр мар вӗт эп.
Лач —
лач лачака, Лачакара вӗт шӑна. Ҫакӑ ялӑн каччисем
Чӑн та ула
качака.
Утар —
и те утар — и, Утар урлӑ каҫар — и? Ҫакӑ ялӑн каччисене Тапар — и те утар — и ?
Ҫакӑ ялӑн йӑмра пур, Иӑмра ҫинче йӑва пур. Ман савнине паллас
пулсан — Хырӑм ҫинче саплӑк пур.
Манӑн савни
те Раман, Санӑн савни те Раман. Эп Раманпа ҫӳренӗ чух Никамран та хӑраман.
Манӑн савни
те Павлуш, Санӑн савни те Павлуш. Ик Павлуша пӗрлештерсен, Пулать иккен ик калуш.
Пултарас ҫук —
тухас ҫук, Кӑмака ҫинчен анас ҫук. Кӑмака ҫинчен
анас ҫук та Килнӗ ятне тӑвас ҫук. |
Пёрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ — Балалайка струнисем.
Тӑваттӑ, пиллӗк, улттӑ, ҫиччӗ Ҫакӑ ялӑн каччисем.
Ах!
тесе ма калас, Чӗрене ма ҫунтарас? Хам савнине ҫынна парса Ҫынна ма савӑнтарас?
Анаталла, тӑвалла Хыт шӑпӑрпа шӑлмалла. Ҫакӑ ялӑн каччисене Пӑрпа
лартса ямалла.
Лантӑш, сана,
лантӑш, сана Вӑрманта ӳсет теҫҫё. Лена, сана, Лена, сана Каччӑпа ҫӳрет теҫҫё.
Садри сарӑ сакки ҫине Ларса хаҫат вулар —и? Эпё кунта, эсё унта, Ҫырупа калаҫар
—и?
Мана савни юратать, Шӑккалат та ҫитерет. Алӑк
патне ҫитсессӗн Укҫине тӳлеттерет.
Балалайка
аврине Хурамаран тунӑ пуль? Ҫакӑ ялӑн каччисене Тункатаран тунӑ пуль?
Пуласчӗ те
пуласчё, Пулӑҫ арӑм пуласчӗ. Хам курайман хӗрсене Пулӑ пуҫпе пересчӗ.
Пӗрре терӗм, иккӗ тер£м, Виҫҫӗ теме астуман. Мана
савни пӑрахр? — Ҫупса яма астуман. |
Лаппи, лаппи, лаппипе, Лаппи
пӗтсен тунипе. Пирӗн лаппи пӗтес ҫук, Туни вӗҫне юлас ҫук.
Шур саппунӑн кӗсйи ҫук - Мӑйӑр чикес тесси ҫук. Ман ку ялта савни ҫук — Савни килеттесси ҫук.
Ура тӑсса лармасан Ҫут калуша кам курать? Урай варне тухмасан
Пирӗн ташша кам курать?
Ҫакӑ ялӑн кӗпер ҫук, Каҫса ҫӳрекен те ҫук. Ҫакӑ ялӑн
хӗрӗсене Качча илекен те ҫук.
Трактор
суха сухалать, Пӗр кӗтесне хӑварать. Манӑн савни
ҫыру ҫырать, Пӗр сӑмахне сиктерет.
Шыв хӗрринчи мунчине Хутса ярсан та юрать. Ытла
нумай ташларӑмӑр, Чарӑнсассӑн та юрать.
Ma мунча хутаҫҫӗ —ши? Ма вёри тӑваҫҫё — ши? Ырлӑх ҫинчен хурлӑх курма Ма качча каяҫҫӗ — ши?
Эпйр мунча хутас ҫук, Эпир вӗри тӑвас ҫук. Ырлӑх ҫинчен хурлӑх
курма Эпир качча каяс ҫук.
Турат ҫинчен турат ҫине Вӗҫкӗн ҫерҫи ҫеҫ вӗҫет. Ялтан яла хӗр
шыраса Вӗҫкӗн каччӑ ҫеҫ ҫӳрет.
|
Ҫитет пулӗ юрласа,
Ҫитет пулӗ ташласа.
Куракан йӑлӑхрӗ пуль,
Калакан ывӑнчӗ пуль.
Лаппи, лаппи, лаппийӗ,
Лаппи мӗскер курать — ши
Купӑсне калаканнин
Алли мӗнле чӑтать — ши?
Саккӑрӑн, саккӑрӑн —
Саккӑрӑш те хамӑрӑн.
Йёри — тавра пӑхрӑм та:
Купӑсҫи те хамӑрӑн.
Купӑсҫине калӑр —ха:
Хаваслӑрах калатӑр.
Эпӗ такмак каланӑ чух
Купӑс уҫҫӑн янратӑр.
Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ,
Ытла хитре калан эс.
Ытла хитре каланипе
Хӑвна юраттаран эс.
Ҫитет пулӗ ташласа,
Ҫитет пулӗ юрласа:
Намӑса пӗлес пулать,
Купӑсҫа шеллес пулать.
Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ,
Хӗрхенетӗп эп сана,
Хам калама пӗлнӗ пулсан
Улӑштарӑттӑм сана.
Кӑвак куҫлӑ купӑсҫи
Мӗнле пулма пӗлнё — ши ?
Тата ӑна ашшӗ — амӑш
Мёнле тума пӗлнӗ — ши?
Каймӑттӑмччӗ вӑрмана -
Ҫӗр ҫырлийӗ илӗртет.
Тухмӑттӑмччӗ ташлама -
Купӑсҫийӗ илӗртет. |
Сарри саккӑр ташларӗ,
Хури тӑххӑр ташларӗ.
Эп ни сарӑ, ни хура мар,
Ҫавах вуннӑ ташларӑм.
Нумай пулать ҫименни
Ҫӗр ҫырли, хӑмла ҫырли.
Нумай пулать, юлташсем,
Ушкӑнпа ташламанни.
Атьӑр ташша тухар —и?
Такмакласа ташлар - и ?
Пирён ҫине ял ҫыннисем
Ӑшшӑн пӑхса тӑччӑр —и?
Вӗлтӗр — вӗлтӗр вӗҫмешкӗн
Вӗрене ҫулҫи мар эпир.
Ташламасӑр тӑмашкӑн
Начар ҫынсем мар эпир.
Ыраш шӑркана ларсан
Ҫара алпа ан тытӑр.
Эпир ташлама тухсан
Ал ҫупмасӑр ан тӑрӑр.
Шурӑ кӗпе аркине
Сарлакарах тӑвӑр - ха.
Халӑх умне тухсассӑн
Савнӑҫлӑрах пулӑр — ха.
Утӑ ҫулма тухсассӑн
Ҫаврӑнмасӑр ҫулас мар.
Сирӗн ума тухсассӑн
Ташламасӑр тӑрас мар.
Алкум вӗҫне шӑлӑр —ха,
Симӗс курӑк шӑттӑр —ха,
Ик еннелле тӑрӑр — ха,
Такмакласа ташлӑр — ха.
Атте мана каларӗ:
— Савӑнӑҫлӑ пул, — терӗ.
— Шывра пулӑ мӗнле вылять,
Ҫавӑн пек ташла, — терӗ. |
Эпир апла марччӗ — ҫке,
Эпир капла марччӗ — ҫке.
Ушкӑнпа пӗрле тӑрсан
Пит пултараканччӗ — ҫке.
Тӑпӑр —тӑпӑр тӑпӑртӑк,
Тӑпӑртатма килнӗ эпир.
Ёҫме — ҫиме килте те пур,
Савӑнма килнӗ эпир.
Анне тунӑ — ши мана?
Атте тунӑ — ши мана ?
Ҫав тери хаваслӑ пулма
Турӑ ҫырнӑ —ши мана?
Утӑ капан тӑррине
Ҫил вӗҫтере пуҫларё.
Юлташ ташла пуҫларё те
Чун савӑнма пуҫларӗ.
Симӗс курӑк сухан мар,
Таптасан та ним те мар.
Эпир кунта ют ҫын мар,
Ташласан та ним те мар.
Ярӑм — ярӑм шӑрҫине
Ярӑнтарса ярар — и ?
Пӑхса тӑран ҫынсене
Тӗлӗнтерсе ярар — и?
Пӗрре мала ярса пус,
Пӗрре калла ярса пус.
Ташӑ пӗлмен ҫынсенне
Ури ҫине пырса пус.
Пулӑҫ пулӑ юратать,
Пулли шыва юратать.
Ури ташша юратать,
Алли ҫупма юратать.
Улма сутакан та пур,
Улма илекен те пур.
Пиртен анчах ан кулӑр,
Сиртен кулакан та пур. |
|
|
|