Сайт тытăмĕ
Категорисем
Чăваш такмакĕсем [48]
Вырăс такмакĕсем [9]
Ыйтăм
"Чăваш такмакĕсем" сайта хак парăр-ха!
Пурĕ миçе хурав: 145
Пирĕн статистика

Халĕ кунта: 1
Хăна: 1
Усă куравçă: 0
Кĕмелли форма
Главная » Файлсем » Чăваш такмакĕсем

Категорире пурĕ миçе материал: 48
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 11-20
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 »

Сортировать по: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Загрузкам · Просмотрам
Паян кайрăм пасара 
Илес тесе çăм алса,
Cан укçу çитмеç терĕç
Киле кайрăм макăрса.

Иномарка, иномарка
Мухтанать вăл ман умра
"Запарожецне" тапратса
Кĕрлеттерет урамра.

Пуян каччă шыраса
Çитрĕм эпĕ Мускава.
Пуян каччă тупаймарăм
Тухрăм пуян старика.

Тутлă çиессĕм килет,
Чаплă тăхнассăм килет.
Шалу укçи ытла пĕчĕк
Выртса макрассăм килет.

Акку мĕнле япала,
Акку мĕнле мыскара.
Хуçи выртать урамра
Йытти пÿртре сăпкара.

Ваççа кайнă Мускава
Укçа çапма стройкăра.
Ĕçлесен пĕр кун кăна
Тарса килнĕ каялла.

Чăваш такмакĕсем | Просмотров: 717 | Загрузок: 0 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 23.10.2010 | Комментарии (0)

Военкомат умĕнче 
Начальниксем тăраççĕ. 
Çавсем  пирĕн яшсене 
Салтак илсе каяççĕ.
Чăваш такмакĕсем | Просмотров: 706 | Загрузок: 0 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 19.09.2010 | Комментарии (0)

Виçĕ пус, виçĕ пус, 
Виçĕ виççĕ тăхăр пус.
Çакă ялăн ачисем
Тăххăрăшĕ виçĕ пус.

Мана савни юратать,
Шур пĕремĕк çитерет.
Çынсем курман кĕтесре
Çапа-çапа вĕçтерет.

Çул хĕринчи пултăранăн
Папки тухнă пулмалла
Çакă ялăн ачисен
Манки тухнă пулмалла.

Çĕньял ăçта,Çĕньял ăçта?
Çĕньял вăрман варринче.
Çĕнĕ ялтан тухса кайсан,
Çĕнĕ ял пек ял ăçта?

Кашта çинче ик сар тутăр,
Парласа илсе юлăр!
Çамрăк ĕмĕр иртет теççĕ,
Выляса кулса юлăр!

Çăка çулçи çаврака
Мĕн каласа çырнă-ши?
Эпир кунтан кайсассăн
Мĕн каласа юлĕç-ши?

Чăваш такмакĕсем | Просмотров: 665 | Загрузок: 0 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 07.09.2010 | Комментарии (0)

Ман кӗсьере вак укҫа —
Пурте аллӑ пуслисем.
Ҫакӑ ялӑн каччисем —
Пурте аллӑ ҫулхисем.

Савни килнӗ хуларан,
Пуплет манпа чун — вартан.
Килни пёр эрне иртсен
Майри ҫитрё хыҫалтан.

Каяймарӑм пасара,
Илеймерём ҫут витре.
Сана курнӑ вӑхӑтра.
Пулаймарӑм эп хитре.

Кала, тусӑм, купӑсна,
Ан ҫухат эс ху ӑсна.
Ан лар текех ҫывӑрса,
Ял халӑхне култарса.

Чӑматанё — чӑматанё —
Кёпе чикме вырӑн ҫук.
Ют ялсенчен килсе тулчёҫ —
Ташлама та вырӑн ҫук.

Ик алӑра ик ҫёрё —
Хёстереҫҫӗ, мён тӑвас?
Икё ялта ик каччӑ —
Астараҫҫӗ, мӗн тӑвас?

Ҫи, ҫи помидор -
Сан юратнӑ ҫимёҫӳ.
Ҫитмӗл ҫич хӗрпе ҫӳрен —
Ӑҫта санӑн совеҫӳ?

Кантӑк умне кантӑр акрӑм, —
Ҫерҫи сӑхса пётерчё.
Лӑпӑс — лапӑс савни пурччё, -
Така тёксе вӗлерчё.
Чăваш такмакĕсем | Просмотров: 646 | Загрузок: 0 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 30.08.2010 | Комментарии (0)

Аслӑк ҫинче вёҫекенё
Улӑм пӗрчи мар —и ҫав?
Саркаланса ташлаканӗ
Манӑн старик мар — и ҫав?

Ял хӗрринчи йӑмрине
Пырса касакан та ҫук.
Ҫӑвар маччи типсе кайрё —
Сӑра паракан та ҫук.

Улма сутакан та пур,
Улма илекен те пур.
Пиртен анчах ан кулӑр —
Сиртен кулакан та пур.

Сём вӑрманта мён нумай?
Ҫӑка йывӑҫ пит нумай.
Ҫакӑ ялта мён нумай?
Ача тунӑ хёр нумай.

Вӑрман хёрне ма каяс,
Вӑрман сулхӑн пулмасан?
Пирён кунта ма килес,
Чённӗ хӑна пулмасан?

Тӑпӑр — тӑпӑр, тӑпӑртӑк,
Пар ӑшшине тепёртак.
Ташша тухсан хамӑртан
Никама та култарман.

Ҫакӑ ялӑн каччисем
Амӑш хыҫне вӑшт! кӑна.
Тепӗр ҫирём минутран
Эпир кунтан вӑшт! кӑна.

Балалайка виҫ кётеслё,
Пёр кётесё катӑлнӑ.
Ҫакӑ ялӑн каччисен
Кӑштах тӑнӗ катӑлнӑ.

Поезд килет, поезд каять —
Вун ик урапаллӑ.
Савни килет, савни каять —
Ҫётёк ҫӑпаталлӑ.

Ӗҫлеме те васкӑр,
Савӑнма та васкӑр,
Анчах ҫак ял ачисене
Юратма ан васкӑр.
Чăваш такмакĕсем | Просмотров: 609 | Загрузок: 0 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 30.08.2010 | Комментарии (0)

Шӑппӑн шӑппӑн лармашкӑн
Шӑпчӑк чӗппи мар эпир.
Хӑйи хӑйми лармашкӑн
Хӑюсӑр ҫын мар эпир.

Хоп —хоп хоп теҫҫӗ,
Алӑ ҫупса тӑраҫҫё.
Купӑсне каланӑ чух
Ҫапла ташша ҫапаҫҫӑ.

Хурӑн шурӑ ан тейӗр,
Вӑл йывӑҫҫи ҫавнашкал.
Япӑх ташлать ан тейёр,
Эпир хамӑр ҫавнашкал.

Шыв хёрринчи мунчине
Хутса ярсан та юрать.
Ытла нумай ташларӑмӑр,
Чарӑнсассӑн та юрать.

Ёнер кантӑк чӑнк! турӗ
Ҫёмрёлчё пуль ку терём.
Мана савни сиввӗн пӑхрё
Сивёнчё пуль ку терём.

Кала, кала, гармонист,
Ыранчченех ташлар ха.
Ыранчченех ташлар ха,
Ывӑниччен савнар ха.

Кала, кала, гармонист,
Мӗн ҫывӑрса ларатӑн?
Ёнер хёрпе ларнине
Халь тёлёкре куратӑн?

Вун ҫиччёре качча кайрӑм,
Вун саккӑрта ача турӑм.
Ачи пулчё макракан,  
Старик пулчё ватакан.

Атя ташша яра пар,
Кунта утӑ ҫулни мар.
Кунта  утӑ ҫулни мар та
Пилёк — ҫурӑм авни мар.
Чăваш такмакĕсем | Просмотров: 559 | Загрузок: 0 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 30.08.2010 | Комментарии (0)

Ах, шӑм —шакки,
Вун ҫич ҫулхи...
Вилсен тӑпра пулмалла,
Унччен усӑ курмалла.

Пёр пуспала икё пус
Ҫёртре выртсан кирлё мар,
Ҫакӑ ялӑн каччисем
Хыҫран чупсан кирлё мар.

Улмуҫҫине шӑвараҫҫӗ
Улми  пулмасассӑн та.
Хитре хёре юратаҫҫё
Ӑсё пулмасассӑн та.

Ик пиҫиххи ан ҫыхӑр,
Ик еннелле ан ярӑр.
Ик каччӑпа ан ҫӳрёр.
Ик шухӑшлӑ ан пулӑр.

Атя, старик, яра пар,
Ярапине хама пар.
Ташша тухрӑн пулсассӑн
Ял—йыша эс ан култар.

Ма кайрӑм —ши Макара?
Каймаллаччё Сахара.
Сахар  арӑм пулнӑ пулсан —
Сиктеретчӗ сӑпкара.

Мён пӑхатӑр ман сине?
Пӑхӑр ман туфли сине.
Ăна савни илсе паче 
Калым тунӑ укҫипе.

Тапочки, тапочки,
Ман урара — тапочки.
Мана савни пӑрахсан
Юлать унӑн карточки.

Тарӑн варта хур пусрӑм,
Вӑрӑ тесе ан калӑр.
Ташӑ пуҫласа ташларӑм,
Шухӑ тесе ан калӑр.

Чăваш такмакĕсем | Просмотров: 686 | Загрузок: 0 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 30.08.2010 | Комментарии (0)

Манӑн савни пит хитре,
Карттин ҫинчи вырӑс пек.
Шӗлепкине тӑхӑнсан,
Навус ҫинчи кӑмпа пек.

Сарӑ, сарӑ, сап — сарӑ
Сарӑ  чечек вӑхӑчё.
Вун ҫиччёпе вун саккӑр .—
Хӗрпе каччӑ вӑхӑчӗ.

Уй варринчи улмуҫҫин
Турат ҫёртен сёртӗнет.
Ҫакӑ ялӑн каччисен
Йĕм тёп ҫёртен сёртӗнет.

Юбкине те, кофтине те
Хураран тӑваҫҫё халь.
Кам веселӑйрах ҫӳрет,
Ҫавна юратаҫҫӗ халь.

Клевер ҫинчи ӗнисем
Клевер ҫисе кӳпӗннӗ.
Ҫакӑ ялӑн каччисем
Эрех ёҫсе кӳпӗннӗ.

Ҫулпала пырать машина,
Вӑл тиенё спичка.
Пӗрлешеҫҫё, уйрӑлаҫҫё
Ку мёнле привычка?

Йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине
Пакша ҫеҫ сиксе ҫӳрет.
Ялтан яла хёр шыраса
Начар каччӑ ҫеҫ ҫӳрет.
Чăваш такмакĕсем | Просмотров: 489 | Загрузок: 0 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 30.08.2010 | Комментарии (0)

Хурӑн ӳсет вӑрманта
Ҫӑка йывӑҫпа пӗрле.
Савнӑ тусӑм, кӑвак куҫӑм,
Хӑҫан пулӑпӑр пӗрле?

Эпӗ роза юратап
Шуррине мар, хӗрлине.
Эп савнине юратап —
Ёҫченнине, хитрине.

Леш айккинче ҫумӑр ҫунӑ.
Ку айккинче мӗн пулнӑ ?
Пӗтӗм каччӑ авланнӑ.
Савни, сана  мӗн пулнӑ?

Анне, мана ма вӑрҫан?
Ху хӗр пулса ӳсмен —и?
Атте каччӑ пулман —и?
Иксӗр улах туман — и?

Ники — ники купӑсне
Хам та калама пёлеп.
Лӑпсӑр лапсӑр ташшине
Хам та ташлама пёлеп.

Анаталла, тӑвалла...
Камсен умне тӑмалла?
Камсен каччи хитререх,
Ҫавсен умне тӑмалла.

Витре ҫинчи япалине
Алӑ чиксе ан илёр.
Такмак ҫинче тем те пуле,
Хӑвӑр ҫине ан илёр.
 
Мунча лайӑх пултӑр тесен
Ӑшши памалла ӑна.
Савни лайӑх пултӑр тесен
Чуппа памалла ӑна.

Анне мана тӑмран туман,
Кӑмакара хытарман.
Пули — пулми сӑмахсемшӗн
Пуҫа усма каламан.
Чăваш такмакĕсем | Просмотров: 780 | Загрузок: 0 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 30.08.2010 | Комментарии (0)

Мӗн пӑхатӑр ман ҫине ?
Пӑхӑр хӑлха ҫаккине.
Ӑна савни илсе панӑ
Амӑш пенси укҫипе.

Виҫ хут пиншак тӑхӑнаҫҫӗ,
Пӗрне йӳле яраҫҫӗ.
Иккӗ — виҫҫё авланаҫҫӗ,
Каччӑ тесе ҫӳреҫҫӗ.

Шур кӑмака хыҫӗнче
Таракансем чупаҫҫӗ.
Манӑн савни хыҫӗнче
Сучка хӗрсем чупаҫҫӗ.

Ничего, ничего,
Ничего паратпӑр.
Ялта каччӑ тупмасан,
Ют ялта тупатпӑр.

Мунчана, мунчана,
Шыв йӑтаҫҫӗ мунчана.
Ҫакӑ ялӑн хӗрсене
Сӗтӗреҫҫӗ мунчана.

Ҫӳлте ҫӑлтӑр пит нумай —
Чи ҫутти те пӗрре ҫеҫ.
Ялта каччӑ пит нумай —
Чи юратни пӗрре ҫеҫ.

Садра, пахчара,
Сарӑ кайӑк йӑвара.
Ташлама та юрлама
Ирӗк памасть хуняма.

Лӑкӑш — лакӑш калушӗпе
Лакӑштатса ан ҫӳрӗр.
Пирӗн яла килтӗр пулсан
Якӑлтатса ан ҫӳрӗр.

Сада кӗтӗм, сада кӗтём
Алӑра гитара ҫук.
Савни ҫинчен ан калаҫӑр
Аякра вӑл, кунта ҫук.

Чăваш такмакĕсем | Просмотров: 643 | Загрузок: 0 | Добавил: mixaj_58 | Дата: 30.08.2010 | Комментарии (0)

Шырав
Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Веб-маçтăр валли
  • Тĕрлĕ программăсем
  • Вăхăта усăллă ирттерер
  • Рунетăн чи лайăх сайчĕсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Copyright MyCorp © 2024